Ӗнер, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче Пӗтӗм тӗнчери писательсен кунне халалласа «Чӑваш чӗлхи ӑсти» поэзи каҫӗ иртнӗ.
Поэзие юратакансем Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуланӑ. Музей ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарти сусӑррисен интернат-шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекен Зинаида Кадерова «Атӑла алтӑрпа айлатаймӑн» сӑввине питӗ илемлӗ вуланӑ. Унӑн вӗрентекенӗ те Наталия Арсентьева Хусанкай сӑввинчи кашни сӑмахне витӗмлӗ каланӑ.
Лидия Саринепе Марина Карягина хӑйсем ҫырнӑ тата урӑх чӗлхерен куҫарнӑ сӑввисемпе савӑнтарнӑ.
«Телей» халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Наталия Арсентьева) Юрий Сементерӗн сӑмахӗсемпе Анатолий Никитин кӗвӗленӗ юрӑсене ятарласа поэзи каҫӗ валли хатӗрленӗ.
#музейсем, #ҫыравҫӑсем, #тӗлпулусем, #чӑвашлӑх
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.facebook.com/musse...el/posts/3205511259720205