Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Чăвашлăх
3 Мартӑн 2022, 11:14

Çӗнӗ этнокоплекс Атăл тăрăхӗнчи пур халăха та йышăнĕ

Ку тӗл чăвашсем валли кăна пулмӗ, эпир Атăл тăрăхӗнчи ытти халăхсене те çывăха хурса кунта вырăн парасшăн.

Çӗнӗ этнокоплекс Атăл тăрăхӗнчи пур халăха та йышăнĕ
Çӗнӗ этнокоплекс Атăл тăрăхӗнчи пур халăха та йышăнĕ

Хальлӗхе Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗн инвесторӗ Иван Казанкова яла пӗтесрен сыхласа хăварнăшăн пуç тайса пуç çитмест. Вăл Тутарстан çӗрӗ çинче чăвашсен историйӗ çинчен курăмлăн каласа паракан этнокультура комплексӗ пултăр тесе тăрăшакан çын. Çавăнпа та унăн çак пуçарăвне пирӗн тӗрев парсан вырăнлă пулмалла.

«Ӗлӗк крепоçсем йывăçран пулнă, эпир чултан тăвас терӗмӗр. Ку тӗл чăвашсем валли кăна пулмӗ, эпир Атăл тăрăхӗнчи ытти халăхсене те çывăха хурса кунта вырăн парасшăн. Çармăссене, мăкшăсене, ирçесене тата ытти халăхсене. Эпир хамăра Кавказ енчен килнӗ тетпӗр пулсан, кунта кабардинпа балкарсем те пулмалла, ытти халăхсем те. Çак Уява эпир тивӗçлӗ шайра, ытти халăхсемпе тан пулса ирттеретпӗр тесе шутлатпăр. Мӗншӗн тесен тахçантанпах хатӗрленме тытăнтăмăр, тăрăшатпăр. Пӗрле тăрăшса ӗçлесен кирек мӗнле йывăрлăха та çӗнтерме пулать», – терӗ Иван Казанков Сăвар хулин стенин пӗрремӗш кирпӗчне хума пуçтарăннисене.

http://suvargazeta.ru/news/

Çӗнӗ этнокоплекс Атăл тăрăхӗнчи пур халăха та йышăнĕ
Çӗнӗ этнокоплекс Атăл тăрăхӗнчи пур халăха та йышăнĕ
Автор:
Читайте нас: