Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
7 Мартӑн 2022, 22:28

Чӑваш чӗлхипе культурине юратакансем тĕл пулнă

Чӑваш секторӗн заведующийӗ вырӑссен "Масленица" уявĕ чӑвашсен Çăварнинчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине каласа панă.

Чӑваш чӗлхипе культурине юратакансем тĕл пулнă
Чӑваш чӗлхипе культурине юратакансем тĕл пулнă


Хӗрарӑмсен уявӗ умӗн Пишпÿлекри тĕп библиотекăри чӑваш чӗлхипе культурине юратакансен "Салампи" клубӗнче "Ҫутӑ хӗрарӑмсен шӑписем" уяв мероприятийӗ иртнӗ. Мероприяти программи тулăх пулнă: клуб хастарӗсем "чӑваш калаҫакан алшӑлли", "чӑваш сӑпка юрри" ҫинчен калакан информацие кӑсӑкланса итленĕ. Унтан сӑпкари ачасене хӑйсем нумаях пулмасть сӑпкара ӳстерсе сӑпка юррисем юрланине сӳтсе явнă. "Ҫутӑ хӗрарӑмсен йӑлтӑр шӑписем" темӑна вырӑнти поэтесса Марина Яковлева хутшӑннӑ. Вӑл чӑваш поэзийӗн, пирӗн ентешӗмӗр Ираида Петрова-Нарс кӑсӑклӑ шӑпи ҫинчен каласа панă. Чӑваш йӑли-йӗркипе Çăварни уявне те тимсӗр хӑварман. Чӑваш секторӗн заведующийӗ вырӑссен "Масленица" уявĕ чӑвашсен Çăварнинчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине каласа панă.
"Алла ĕç - чӗрене савӑнӑҫ" ятлӑ пушӑ витрина клуба хутшӑнакансен пултарулӑхӗсемпе часах тулнă. Мӗн кӑна пулман кунта! Валентина Афанасьева саппун витрини ҫине кивӗ джинссенчен ҫӗленӗ кепка вырнаҫтарнă. Ҫӳлӗксем ҫине вӗтӗ шӑрҫапа мулинерен тӗрленӗ Наталья Смолован картинисем, Ольга Андреева ҫыхнӑ тӗрлӗ эрешсемпе мунча алсишсем лартса тухнӑ. Мероприяти вӗҫӗнче уяв хӑнисене "ҫӑварни" кученеçĕсемпе сӑйланма сӗтел хушшине йыхравланă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Чӑваш чӗлхипе культурине юратакансем тĕл пулнă
Чӑваш чӗлхипе культурине юратакансем тĕл пулнă
Чӑваш чӗлхипе культурине юратакансем тĕл пулнă
Чӑваш чӗлхипе культурине юратакансем тĕл пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: