Çут тĕнчене килсенех ача тавралăха тимлĕ сăнать: йăлт çĕнĕ-çке, интереслĕ. Амăшĕн çепĕç сасси чуна лăпкать, вăй-хал парать. Пепкесене каламалли сăмахлăх ĕлĕк-авалтанах йĕркеленнĕ. Вĕсене йăпатмăшсем теççĕ, урăхла каласан, – чи пĕчĕккисене лăплантарас тĕллевпе юрланă е каланă хайлав. Ачан пурнăçĕнчи кашни пулăм валли хăйĕн йăпатмăшĕ пур: мунча кĕртнĕ, апат çитернĕ, утма вĕреннĕ чух каласа хавхалантармаллисем т.ыт.те.
Чăваш кĕнеке издательствинче çак кунсенче тетте пек илемлĕ кăларăм кун çути курчĕ – «Йăпатмăшсем. Чувашские и русские народные потешки» ятлă вăл. Ăна Ольга Васильева пухса хатĕрленĕ, ÿнерçи – Екатерина Васильева, вырăсла Андрей Растворцев куçарнă. Кăларăма Чăваш Ен аталанăвĕн «ПĔРЛЕ» фончĕ тата Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕ пулăшнипе пичетленĕ. Кĕнекене икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла – хатĕрленĕ.
Чăваш чĕлхи - чĕкеç чĕлхи.