Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
5 Апрелӗн 2022, 18:59

Шупашкарти шкул ачисем урокра ҫӗршыв гимнне юрлӗҫ

Çакна паянтан тума пуçлĕç.

Шупашкарти шкул ачисем урокра ҫӗршыв гимнне юрлӗҫ
Шупашкарти шкул ачисем урокра ҫӗршыв гимнне юрлӗҫ

Паянтан, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен, Шупашкарта "Пирӗн Тӑван ҫӗршыв пӗрре" проект старт илет. Вӑл шкул ачисен патриотлӑх туйӑмне аталантарассипе ҫыхӑннӑ.

Проектпа килӗшӳллӗн, ачасем урокра Раҫҫей гимнне юрлӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ тӑрӑх, гимна ОБЖ тата истори урокӗсенче шӑрантарӗҫ.

"Кашни шкул график тӑвӗ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен "Россия - священная наша держава, Россия - великая наша страна" ачасен сассипе янӑрама пуҫлӗ", - ҫапла пӗлтернӗ сити-менеджер. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Елена Сахарова та ачасен ҫӗршыв гимнне пӗлмеллине, патриот пулмаллине палӑртнӑ.

#Шупашкар#шкулсем#проектсем#тӳре-шара

Шупашкарти шкул ачисем урокра ҫӗршыв гимнне юрлӗҫ
Шупашкарти шкул ачисем урокра ҫӗршыв гимнне юрлӗҫ
Автор:
Читайте нас: