Çутă çул
+15 °С
Пӗлӗтлӗ
Чăвашлăх
21 Апрелӗн 2022, 10:55

«Kӗмӗл сасă 2022» конкурсра Пушкăрт юрăçи çӗнтернĕ

"Кĕмĕл сасă" - 2022" фестиваль-конкурсӑн гран-прине Пушкӑрт Республикинчи Çтерлĕ хулинчен килнӗ Кристина Суслова «Пӗрле ялан» юрӑпа ҫӗнсе илнӗ.  

«Kӗмӗл сасă 2022» конкурсра Пушкăрт юрăçи  çӗнтернĕ«Kӗмӗл сасă 2022» конкурсра Пушкăрт юрăçи  çӗнтернĕ
«Kӗмӗл сасă 2022» конкурсра Пушкăрт юрăçи çӗнтернĕ

"Кĕмĕл сасă" - 2022" фестиваль-конкурсӑн гран-прине Пушкӑрт Республикинчи Çтерлĕ хулинчен килнӗ Кристина Суслова «Пӗрле ялан» юрӑпа ҫӗнсе илнӗ

Апрелӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ çамрăксен театрӗнче «Kӗмӗл сасă 2022» эстрада юррисен пӗтӗм Раççейри 23-мӗш конкурсӗн финалӗ иртрӗ. ЧНК пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх конкурса Питӗр, Чӗмпӗр, Пенза хулисенчен, Самар облаçӗнчен, Тутарстан, Пушкăрт, Чăваш республикисенчен 19 каччăпа хӗр хутшăннă.

"Кĕмĕл сасă" - 2022" фестиваль-конкурсӑн гран-прине Пушкӑрт Республикинчи Çтерлĕ хулинчен килнӗ Кристина Суслова «Пӗрле ялан» юрӑпа ҫӗнсе илнӗ.

Çавăн пекех  Кристина Суслова «Куракансем килěштернě юрăç» пулса тăнă.

«Чи çепěç сасăллă юрăç» — Василиса Павлова (Шăмăршă районĕ);

Ушкӑнпа юрласа çěнтернě пикесем Кристина Сусловăпа Диана Макеева «Сик-тух» чăваш халăхěн юррипе куракансене савăнтанӑ (Пушкăрт Республики, Çтерлĕ хули).

Ушкӑнпа юрласа иккӗмӗш вырӑна тухнă маттур юрăçсем Сергей Иванов, Людмила Засыпкина тата Людмила Андреева – (Чăваш Республики, Элĕк районĕ).

Ушкӑнпа юрласа виççӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ хӗрсем Анна Кузнецова, Кристина Федорова, Оксана Прокопьева, Светлана Бахтинова (Чěмпěр облаçě).

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/kml-sasa-2022-konkurs-cntercisem-palla

«Kӗмӗл сасă 2022» конкурсра Пушкăрт юрăçи  çӗнтернĕ
«Kӗмӗл сасă 2022» конкурсра Пушкăрт юрăçи çӗнтернĕ
Автор:
Читайте нас