Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
26 Апрелӗн 2022, 12:33

Ентеше хисеплĕ ят панăшăн мăнаçланаççĕ

Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Елена Хорькова сцена ăсти пирки пырать.

Ентеше хисеплĕ ят панăшăн мăнаçланаççĕ
Ентеше хисеплĕ ят панăшăн мăнаçланаççĕ

Сăмах Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ артистки, Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ, çак кунсенче çавра çулне паллă тăвакан Елена Хорькова сцена ăсти пирки пырать.
Ăна кăçалхи апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнчи Чăваш Енĕн Пуçлăхĕн Олег Николаевăн указĕпе килĕшÿллĕн театр ÿнерне аталантарнăшăн, професси ăсталăхне çÿллĕ шайра кăтартнăшăн тата пултарулăх ĕçĕнче нумай çул ĕçленĕшĕн «Чăваш Республикин халăх артисчĕ» ята парса чысланă. Маттур, Елена Владимировна. Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр, юнашар пулмасан та савăнса тăвăллăн алă çупнă май кăмăлсене ирĕке яратпăр. Çавăн пекех сире çак сумлă ята пама йышăну тунă патшалăх комисси пайташĕсене те тав тăватпăр. Малашне сирĕн тăван халăх культуришĕн тата та пысăк çитĕнÿсем тумалла пултăр, ăнăçу сунатпăр, - çырать ентешĕсен ятĕнчен
Сергей МИХАЙЛОВ, Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçин çумĕ.

Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕ пултаруллă ентеше юбилейпе саламлать.

Хисеплӗ Елена Владимировна! Юбилей ячӗпе чӗререн саламланине йышăнсамăр!
Пишпÿлек районӗнчи Чӑвашсен Канашĕн ĕçтăвкомӗ Сире мухтавлӑ юбилейпе - çуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ ятпа хӗрӳллӗн те чӗререн саламлать.
Сирӗн пӗтӗм пурнӑҫӑр тата ӗҫӗр-хӗлӗр Чӑваш пукане театрӗпе уйрӑлми ҫыхӑннӑ. Нумай ҫул театрта ӗҫченлӗхӗрпе, тимлӗхӗрпе, ҫын пахалӑхӗпе ӗҫтешӗрсен, республикӑна ертсе пыракансен хисепне çĕнсе илнĕ тата, паллах, Эсир куракансен юратăвне тивĕçлĕ.
Сирӗн активлӑ пурнӑҫ позицийӗпе йӗркелӗхе чӑваш общественность тивӗҫлипе хаклаҫҫӗ. Эпир Сире чунтан юратнӑ ӗҫпе ҫав тери хавхаланнӑ чаплӑ актриса пулнине пӗлетпӗр, Эсир Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн историне сахал мар ҫутӑ страницӑсем ҫырса хунӑ. Сцена пурнӑҫӗн ҫулӗсенче тӗрлӗ планлӑ сӑнарсен пуян галерейине тунӑ. Вӗсенчен кашнинче - пысӑк профессионализм, пӗр кӑлтӑксӑр художествӑлла туйӑм, тӳрӗ кӑмӑллӑх, илемлӗх, пысӑк талантпа пултарулӑх тата ывăна пĕлми ӗҫченлĕх.
Эсир халӑха, куракансене яланах актер ӑсталӑхӗпе, хӑвӑрӑн кашни рольте ӗнентерӳллӗ пулма пӗлнипе парӑнтаратӑр.
Сирӗн кашни роль яланах интереслӗ те асра юлмалли, нимпе танлаштарайми. Вӗсем профессионалсен чи пысăк хакланине тата куракансен чикӗсӗр юратӑвне тивӗҫ.

Ентеше хисеплĕ ят панăшăн мăнаçланаççĕ
Ентеше хисеплĕ ят панăшăн мăнаçланаççĕ
Автор:
Читайте нас: