Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
5 Майӑн 2022, 19:54

Чӑваш туйӗпе паллаштаракан кӗнеке-альбом пичетленсе тухнӑ

#Питӗр, #кӗнекесем, #Пушкӑртстан, #Ишимбай районӗ, #культура, #истори, #Стерлитамак, #Ӗпхӳ

Чӑваш туйӗпе паллаштаракан кӗнеке-альбом пичетленсе тухнӑ
Чӑваш туйӗпе паллаштаракан кӗнеке-альбом пичетленсе тухнӑ

Пушкӑртстанри ӑсчахӑн Лира Афанасьеван «Чувашская свадьба» кӗнеке-альбомӗ чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла пичетленсе тухнӑ.

Унта чӑваш туйӗнче тӑхӑнмалли ҫипуҫсен сӑнӳкерчӗкӗсене Питӗрти, Ӗпхӳри, Стерлитамакри, Пелепейри, Шупашкарти, Пелепей районӗнчи Слакупҫӗнчи тата ытти хӑш-пӗр музейри экспонатсенчен илнӗ.

Лира Афанасьева Пушкӑртстанри Ишимбай районӗнчи Васильевка ялӗнче 1974 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл — фольклорист, филологи наукисен кандидачӗ. Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУрн вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Пушкӑртстанри патшалӑх университечӗн Стерлитамакри филиалӗнче ӗҫлет. Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен, ҫав шутра чӑвашсен, фольклорне тӗпчет.

#Питӗр#кӗнекесем#Пушкӑртстан#Ишимбай районӗ#культура#истори#Стерлитамак#Ӗпхӳ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/4666.html
 
Чӑваш туйӗпе паллаштаракан кӗнеке-альбом пичетленсе тухнӑ
Чӑваш туйӗпе паллаштаракан кӗнеке-альбом пичетленсе тухнӑ
Автор:
Читайте нас: