Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
15 Майӑн 2022, 11:29

Ҫил ачисем

Чӑваш халӑх юмахӗ.

Ҫил ачисем
Ҫил ачисем

Чӑваш халӑх юмахӗ.
Пĕр тăлăх арăм пурăннă, тет. Унăн вунă çула çитнĕ ывăлĕ пулнă. Ăна Иван тесе чĕннĕ.
Пĕрре амăшĕ Ивана армана ыраш авăртма янă, тет. Вĕсен лаша пулман. Çавăнпа Иван миххе çурăм çине çавăрса хунă та арманалла çуранах танклаттарнă. Çул çинче ывăннă пирки миххе çĕр çине лартма хăтланнă та такăннă ӳкнĕ. Миххи лĕрр çурăлса аннă та, ырашĕ юхнă тухнă. Çавăнтах çил ачи вĕçсе пырса тăкăннă ыраша пĕтĕм çеçенхир тăрăх салатса янă. Иван аптраннипе, миххе пушшăнах илсе, килне таврăннă. Амăшне çул çинчи инкек çинчен каласа панă. Амăшĕ ăна хирĕç:
— Ачам, çил ачисен амăшĕ патне кай та каласа кăтарт ăна хамăр хуйхă çинчен, ыраша каялла тавăрмашкăн ыйт, — тет.
Иван, амăшĕн сăмахне итлесе, çил ачисен амăшĕ патне пырать те:
— Санăн чăрсăр ачусем пирĕн юлашки ыраша çеçенхир тăрăх сапаласа ячĕç, тавăр ăна пире каялла!— тет.
— Юрĕ, — тет çил амăшĕ, — ачасем таврăниччен кĕт-ха, — тет.
Акă ĕнтĕ аслă ывăлĕ киле таврăнать. Амăшĕ, Иван çине кăтартса, ывăлĕнчен çапла ыйтать:
— Ачам, эсĕ мар-и çак ачан ырашне салатса тăкаканĕ? — тет.
— Эпĕ вăрманти пысăк йывăçсене тымарĕ-мĕнĕпе кăкла-кăкла пăрахатăп та, çав вĕтĕр-шакăр çумне çулăхатăп-и! — тет.
Унтан вăталăх ывăлĕ таврăнать.
— Ывăлăм, эсĕ мар-и çак ачан тыррине салатса тăкаканĕ? — тесе ыйтать амăшĕ вăталăх ывăлĕнчен.
— Эпĕ сарай çивиттисене вистетĕп, çил арманĕн çунаттисене çĕмĕрсе антаратăп та, ун пек вĕтĕр-шакăр ĕçсемпе аппаланса намăс куратăп-и! — тет кăмăлсăр пулса вăталăх ывăлĕ те.
Кĕçĕн ывăлĕ таврăнать те хăй айăпне хăех каласа парать. Вара амăшĕ ывăлĕсенчен:
— Ку ачана ыраш вырăнне мĕн парас? — тесе ыйтать.
— Акă çак кукăле парса яр, — теççĕ çил ачисем.
Çил ачисен амăшĕ Ивана вара кукăль парса ярать, киле çитмесĕр те пуçлама хушмасть.
— Юрĕ, — тет те Иван васкаса килнелле вĕçтерет.
Çул çинче каç пулса килнипе вăл хăй аппăшĕ патне çывăрма кĕрет.
— Эсĕ, аппа, çак кукăле ан пуçла, ăна киле çитмесĕр те пуçлама хушман, — тет Иван аппăшне.
— Юрĕ, юрĕ! Эсĕ ывăннă пулĕ, выртса çывăрах, — тесе йăпатать аппăшĕ Ивана.
Хăй, Иван çывăрса кайсанах, кукăле çурмаран хуçать те, ун ăшĕнчен купи-купипе ылтăн-кĕмĕл чăнкăртатса тухать. Аппăшĕ часрах ку ку-кăле пуçтарса хурать те Ивана хăй пĕçернĕ кукăле тыттарса ярать. Иван ăна амăшне кайса парать.
— Эх, ачам, ачам! — тет амăшĕ хуйхăрса. — Ара, пирĕн ырашран пĕр кукăль анчах пулатчĕ-и? Кайса пар куклине каялла! — тет вăл Ивана.
Вара Иван кукăле çил ачисен амăшĕ патне леçме каять. Çил амăшĕ ывăлĕсенчен ыйтать:
— Ывалăмсем, мĕн парăпăр-ха ку ачана ыраш вырăнне? — тет.
— Акă çак качакана парса ярас, — теççĕ ачисем.
Вара Ивана качака çавăттарса яраççĕ. Иванĕ каллех çĕр каçма хăйен аппăшĕ патне кĕрет те калать:
— Аппа, эсĕ çак качакана: «Кач, качака, кач!» — тесе ан кала. Киле çитиччен те мана ун пек калама хушман, — тет.
— Юрĕ, шăллăм, юрĕ. Эсĕ ывăннă пулĕ-ха, акă вырт та çывăр,—тет аппăшĕ Ивана.
Хăй, Иван харлаттарма тытăнсанах, качака патне тухать те:
— Кач, качака, кач! — тет. Качаки çавăнтах, чăнкăр-чанкăр тутарса, ылтăн-кĕмĕл тăкса парать. Иван аппăшĕ ку качакана хăвăртрах пытарса хурать те ун вырăнне хăй качакине тыттарса ярать. Иван килне качака çавăтса çитсенех, амăшĕ хуйхăрса:
— Эх, ачам, хамăрăн çиме çитмест, ăçтан тата качака тăрантарса усрамалла? Çавăтса кайса пар каялла! — тет.
Вара Иван качакана та çил ачисен амăшĕ патне илсе кайса парать.
— Анне ятлаçать, качака тăрантарма мар, хамăра валли те çăкăр çук тесе хăтăрать, — тет.
— Мĕн парас ĕнтĕ куна? — тесе ыйтать çил ачисен амăшĕ.
— Парса ярас çав чукмара! — тет аслă ывăлĕ. Хăй Ивана ăс парать: — Илессе илсе кай та, анчах киле çитмесĕр: «Чыш, чукмар, чыш!» — тесе ан кала, — тет.
Иван чукмара çĕклет те килне тухса утать. Çул çинче каллех хăйĕн аппăшĕ патне çĕр каçма кĕрет.
— Эсĕ асту, аппа, çак чукмара: «Чыш, чукмар, чыш!» — тесе ан кала. Киле çитиччен апла калама хушман мана, — тет.
— Юрĕ, шăллăм, — тет аппăшĕ, — Эсĕ ывăннă пулĕ, выртса çывăр тӳшек çине, — тет.
Хăй шăллĕ çывăрса кайнă-кайман чукмар патне пырать те:
— Чыш, чукмар, чыш! — тет. Чукмар çавăнтах сиксе тăрать те тытăнать Иван аппăшне çурăм тăрăх ăшалама. Лешĕ ниçта кайса кĕреймесĕр кăшкăрать:
— Чар, Иван, чукмарна! Йăлтах каялла парса яратăп: ылтăн-кĕмĕл тăкакан качакуна та, ылтăн-кĕмĕл ăшлă кукăльне те! —тет.
Иван:
— Чарăн, чукмар, кӳпкеме! — тет те, чукмар, шăпах лăпланса, хăй вырăнне кайса выртать.
Аппăшĕ вара Ивана, кукăльне те, качакине те каялла тавăрса парса, килтен ăсатсах кăларса ярать. Киле таврăнсан, Иван ку япаласеме йăлтах амăшне парать.
— Эх, ачам, каллех çав качаканах çавăтса килтĕн-и? — тет амăшĕ пăшăрханса.
— Çук, анне, ку качака ылтăн-кĕмĕл тăваканни, — тесе калать Иван амăшне.
Амăшĕ тем тĕрлĕ савăнса каять. Халĕ те пулин лайăх пурăнаççĕ, тет, çаксем.

 

Ҫил ачисем
Ҫил ачисем
Автор:
Читайте нас: