Ҫулсерен ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Константин Васильевич Ивановӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвасси йӑлана кĕнĕ. Ăна пӗтӗм чӑваш ҫак паллӑ куна уявлать. 132 ҫул каялла тӗнчене хӑйӗн хайлавӗсемпе тӗлӗнтерме килнӗ ҫамрӑкӑн кун-ҫулӗ вӑрӑм пулман пулин те, литературӑра паллӑ йӗр хӑварма ӗлкӗрнӗ. Пушкӑрт Республикинчи Слакпуҫ ялӗнче ачалӑхне ирттернӗ Кӗҫтенттин Иван Яковлевич Яковлев вӗренекенӗ пулнӑ, Аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫамрӑк поэтӑн пултарулӑхне чи малтан хаклакансенчен пӗри. "Нарспи" хайлавсӑр пуҫне "Тимӗр тылӑ", Тӑлӑх арӑм", "Шуйттан чури" тата ытти хайлавсем те ҫырнӑ Константин Иванов.
Шкул ачисем те, аслисем те хаваспах "Нарспи" поэмӑна тата ытти хайлавӗсене те вулаҫҫӗ, ҫавӑнпа Константин Иванов яланах халӑх асӑнче пурӑнӗ. Ситекри ял клубӗнче ачасемпе, аслисемпе пӗрле аса илӳ кунӗ иртнӗ. Пӗрле пуҫтарӑнса К. В. Ивановӑн сӑввисене, поэмисене вуланă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.