+2 °С
Юр
«Интернет уҫлӑхӗнче тӗлӗнмелле илемлӗ ушкӑн куҫ тӗлне пулчӗ те - пайлашмасӑр епле чӑтайӑн-ха? Куллен тухья-хушпу тӑхӑнса, кӗпепе ярӑнса ҫӳрейместӗн, ҫакӑн евӗр меллӗ те чипер костюмсене вара хӑть кашни кун тӑхӑн та чӑваш чунне савӑнтар», — хыпарланӑ «ВКонтакте» халӑх ушкӑнӗнчи «Эсӗ — ман хӗвелӗм, эсӗ — ман тӗнче» пабликра.
Кристина Макосеева дизайнер «ТРИ СОЛНЦА | ВИҪӖ ХӖВЕЛ» проекта аталантарать иккен. Дизайнер чӑвашла илемлӗ тум хатӗрлет ҫеҫ мар, ҫак тум епле ҫурални ҫинчен та каласа кӑтартать.