Çутă çул
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Чăвашлăх
16 Июнӗн 2022, 09:56

Салтак тутăрĕ йывăр

Каçхине пур тăван-пĕтен, ял-йыш салтака ăсатма пуçтарăннă.

Салтак тутăрĕ йывăр
Салтак тутăрĕ йывăр

Эскетен (Ва­рăнчи Ушкăнь, 1927 çулчен) ялĕ. Çĕмĕрле тăрăхĕ. Чăваш Енĕ. Советсен ҫĕршывĕ. 1950-мĕш ҫулсем. Анатолий Пояндаев таврапĕлÿçĕн архивĕнчен.

«Салтака кайма çул çитнĕ çамрăка çар комиссариатĕнче повестка параççĕ. Киле çитсенех вăл хăй патне тантăшĕсене — хĕрсемпе каччăсене — пуçтарать. Хĕрсем салтак валли ятарласа тутăр тăваççĕ. Салтак тутри тăвасси — хăйне майлă искусство. Унра хăйне пăхтаракан, тĕлĕнтерекен туртăм пур. Хĕрсем чун ăшшине парса тунăран çапла пулĕ вăл. Ача чухне ăнсăртран салтак юрри илтĕнсен: «Салтак чупаççĕ!» — тесе вирхĕнсе урамалла чупса тухаттăмăр. Салтакĕ вара тутăрне, пире кăтартас тесех пуль, пĕтĕм анлăшĕпе саркаласа тытатчĕ. Малтан пĕр енне, кайран тепĕр енне çавăрса кăтартатчĕ. Эпир, пĕчĕк шăпăрлансем, çăвар карса пăрахса, пĕр сас кăлармасăр, ним хусканмасăр салтак чупакансем иртсе кайичченех пăхса ăсататтăмăр. Пуринчен ытларах тутăрне пăхаттăмăр.

Салтак тутăрĕ йывăр. Ăна икĕ-виçĕ мăн тутăра (туй арăмĕсем çыхакан) айлă-çийлĕ хуплаштарса тăваççĕ. Усăнса тăракан тĕрлĕ тĕслĕ çўçисем çав тери хитре. Икĕ енне пуçа çыхмалли тĕрлĕрен тĕслĕ пĕчĕкрех тутăрсене 12, 14, 16 таран пĕр кĕтессинчен çирĕп çĕлесе лартаççĕ, килĕшўллĕ вырнаçтараççĕ. Тутăра тытса вĕçтерме меллĕ пултăр тесе икĕ кĕтессине çăлтăр евĕрлĕ икĕ хĕрлĕ ал çыххи çĕлесе хураççĕ. (Салтак икĕ аллине те, йĕлтĕр туйин çакки ăшне чикнĕ пек, çак çыхăсем ăшне чиксе тутăр кĕтессисене яваласа тытать.) Мăн тутăрĕсем çине пĕр енне лентăран хĕрлĕ çăлтăр тăваççĕ, тепĕр енне салтака каякан çамрăкăн ятне те лентăсенченех майлаштарса çырма пултараççĕ. Кунсăр пуçне тĕрлĕ тĕслĕ лентăсенчен чечексем туса капăрлатаççĕ. Тутăра хатĕрлесе çитерсен пурте пахалаççĕ. Çавăн чухнех каччă тутăр тăвакансене те, кам пынисене те хăналать. Тепĕр кунне ирхине салтака каякан çамрăк патне юлташĕсем пухăнаççĕ. Салтак чупма кĕркунне пулсан тăрантас, çуркунне хыçлă çуна хатĕрлеççĕ, пар лаша кўлеççĕ. Пĕккисене лентăсемпе капăрлатса шăнкăрав çакаççĕ. Йĕвен çине, лаша хăлхисем тĕлне, мурккасем яраççĕ. Хыçлă çунан креслине тул енчен капăрлатаççĕ. Унсăр пуçне лашан урисене, хўрине капăр лентăсемпе илемлетеççĕ.

Çакăн хыççăн çамрăксем пўрте кĕрсе сĕтел хушшине лараççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ывăлне пил парать. Службăра хăйне йĕркеллĕ тытма, командирсене итлеме хушать. Каялла тăван киле тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килме ăнăçлăх сунать. Амăшĕ ывăлĕн хулпуççи урлă шурă пир тăрăхĕ (килте тĕртни пулсан сумлăрах) çакать. Çикелесен-ĕçкелесен çамрăксем сĕтел хушшинчен тухаççĕ. Урай варринче пĕр-пĕрин хулпуççине тытса ункă туса тăрса салтак юрри пуçлаççĕ. Пўртре виçĕ çавра юрлаççĕ. Юрланă хыççăн ташлаççĕ. Çак вăхăтра ашшĕпе амăшĕ, килти ытти çынсем сĕтел хушшинче лараççĕ. Салтак ашшĕпе амăшне, юлташĕсене, пухăннă çынсене пурне те пĕрер черкке эрех ĕçтерет.

Унтан кил хушшине тухса çамрăксем çуна (урапа) çине лараççĕ. Салтак çуна (урапа) варрине хăпарса тăрать. Ўкесрен ăна юлташĕсем пилĕкрен тытса пыраççĕ. Пĕр çавра юрă юрласа кил хушшинчен тапранса тухаççĕ. Урама тухсан хĕвеле майлă каяççĕ. Юрă юрласа ял йĕри-тавра çаврăнаççĕ. Юрри çав тери хурлăхлă.

Ял çыннисем, яш-кĕрĕм, хĕр упраç, ача-пăча ушкăнĕ-ушкăнĕпе урама салтак курма тухаççĕ.

Салтак малтанах кўршĕ ялсенчи тăванĕсене чĕнсе çўрет. Ыран каяс тенĕ кунне вара ялти тăванĕсем патне кĕре-кĕре тухать, ăсатма пыма йыхравлать. Салтака каякан каччăна хăйсен ялĕнче тăванĕсем çеç мар, ыр сунакан пур çын та хăйсем патне кĕртсе хăналама, парне çакма (хальхи вăхăтра кĕпе тăхăнтартма) тăрăшать.

Каçхине пур тăван-пĕтен, ял-йыш салтака ăсатма пуçтарăнать.

Ирхине, салтакăн кайма вăхăт çитиччен, ашшĕ-амăшĕ, çывăх тăванĕсем сĕтел хушшине вырнаçаççĕ. Амăшĕ турăш умне çурта çутать, ывăлне хĕрес çакса ярать. Телейлĕ кун-çул сунса пил парать. Ашшĕ те сăмах калать. Юлашкинчен салтак ачи пуçтай сăмахĕ калать: ашшĕ-амăшне, тăванĕсене тав тăвать. Кашнине пĕрер черкке эрех тыттарса йĕркипе сывпуллашать. Хут купăс сасси илтĕнсе каять. Çамрăксем карталанса тăрсан салтак ташă пуçлать. Пĕр ăстрăм ташласан юрă пуçлаççĕ. Ку хутĕнче те виç çавра юрлаççĕ те пўртрен тухаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ сĕтел хушшинчех хурланса ларса юлаççĕ. Кил хушшинче ташланă-юрланă хыççăн урама тухаççĕ. Хĕвеле май урам варрипе карталанса салтак юрри юрласа утаççĕ, ял урамĕпе сывпуллашса çаврăнаççĕ. Вĕсем хыççăн пĕтĕм халăх урам вĕçнелле утать. Ялăн хĕвел тухăç енче чарăнаççĕ. Салтак ачи юлашки хут ял-йыша ĕçтерсе çаврăнать. Черкке тытакан кашни çын ăна ырлăх-сывлăх, телей, йывăр службăра çăмăллăх сунса сăмах калать. Чи юлашкинчен салтак ачи тулли черкке ярса ĕçет те стаканне йывăç кутне çапса çĕмĕрет. Унтан çамрăксем çуна (урапа) çине лараççĕ, салтак юрри пуçлаççĕ те тапранса каяççĕ. Салтак ура çинчех тутăрĕпе, хальхинче вĕçтермесĕр, ăсатма тухнисем курăнми пуличченех сулса пырать. Çул тăваткалне çитсен вак укçа пăрахать.

Юлташĕсенчен уйрăлнă чухне тутăрне хăй хыççăн салтака кайма черет çитекен çамрăка парать».

Шарпаш ялĕ, Н.В.Димитриевран (1954 çулта) Н.А.Димитриева çырса илнĕ.

 

Салтак тутăрĕ йывăр
Салтак тутăрĕ йывăр
Автор:
Читайте нас: