+3 °С
Уҫҫӑнах
Пушкӑртстан Республикинчи Талпасӑ ялӗнче нумаях пулмасть «ҫавра сӗтел» иртнӗ.
Елизавета Долгова «ВКонтакте» пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫлӗ калаҫӑва Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура ушкӑнӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. «Ӗҫтешсем пӗр-пӗрне хӑйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарчӗҫ, малашнехи мероприятисене пӗрле хутшӑнса йӗркелесе ирттерме калаҫса татӑлчӗҫ», — хыпарланӑ Елизавета Долгова.
Талпасӑри «ҫавра сӗтелте» «Канаш» ятпа чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркелеме йышӑннӑ. Вӑл Пушкӑртстанри чӑваш хастарӗсене пӗрлештерӗ.
#Пушкӑртстан, #Талпасӑ, #чӑвашсем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/club73439225?w=wall-73439225_8631%2Fall