+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Кирпĕч тăвар, кирпĕч тăвар,
Пурте туслăн пухăнса.
Çавра ашăм çавăрар-ха
Шăкăл-шăкăл калаçса.
Кирпĕч тăвар, кирпĕч тăвар
Айтăр часрах пуçăнар
Тăван тĕрке, кÿршĕ аршă
Туслăн ĕмĕр пурăнар.
Акă пулчĕ, акă кайрĕ,
Ĕç-пуçĕ хĕрсех пырать
Пĕрре кирпĕч, иккĕ кирпĕч
Чун чĕре юрă юрлать.
Пÿрт ăшшийĕ ан сивĕнтĕр,
Хаяр хĕл кунсем çитсен
Кăмакари тип кирпĕчĕ
Йăсăрлантăр тем вăхăтчен!
"АСАННЕ АРЧИ"
Романова Людмила Ивановна 21.07.2022