Паян эпир крешӗнсемпе çывăхрах паллашăпăр. Историрен çакă паллă, крешӗнсем Атăлçи Пăлхарта пурăннă. Халӗ те вӗсем Тутарстан территорийӗнче йышлă. Çаплах Пушкăртстан, Удмурт республикисенче, Челябинск облаçӗнче тата Казахстанра пурăнаççӗ.
Крешӗнсем тӗрӗксемпе финно-угорсенчен пулса кайни пирки ăсчахсем иккӗленмеççӗ. Чăвашсем, мăкшăсем, ногай-кыпчаксем, удмуртсем, марисем, мишерсем – çак ушкăнсем пӗрлешнипе пулса кайнă имӗш, крешӗнсем. Пурăннă вырăнне кура, чӗлхери уйрăмлăхсене шута илсе халăхăн пилӗк этнографи ушкăнне палăртнă: Хусан леш енчисем (заказанская), крешӗнсен чӗлхине, культурине ыттисенчен тӗплӗнрех упраса хăварнă теççӗ вӗсем пирки; молькейсем; ногайбаксем; чистайсем; елабугăсем.
Христиан тӗнне хăçан йышăнни пирки вара тавлашусем çук мар. Пӗрисем Византипе суту-илӳ пынă чух, V – VII ӗмӗрсенче Атăлçи Пăлхар христиан тӗнне йышăннă теççӗ, теприсем IV Иван Хусана илнӗ хыççăн Атăлçи Пăлхара христиан тӗнне йышăнтарнипе теççӗ. Ячӗсем вырăссенни пек, анчах вӗсене урăхлатса хăйсен чӗлхине çывăх калаççӗ (чăвашсем пек): Ирина – Уринэ, Степан – Чтаппан, Николай – Микулай...
Революциччен крешӗнсем Н.Ильминский алфавичӗпе усă курнă, 1930 çулта çӗнӗ алфавит çине куçнă, анчах 1990 çулсенче Ильминский алфавичӗ патнех таврăнма тӳр килнӗ.
Февральти революци хыççăн тин крешӗнсем хăйсене уйрăм наци пек кăтартма пуçланă. 1926 çулхи çырав кăтартăвӗпе Раççейре 100 пин крешӗн пурăнни паллă. Апла пулин те Совет Союзӗнче вӗсене уйрăм наци пек йышăнман, тутарсен шутне кӗртнӗ. 1930-мӗш çулсенчен шкулӗсене те хупса пӗтернӗ. 2010 çулхи çыравпа Раççейре 34 пин крешӗн (300 пин текенсем те пур).
Тӗн ӗненӗвӗпе çыхăннă историсем те крешӗнсен хăйне евӗрлӗ. Христиан тӗнне йышăнсанах крешӗнле пӗлекен чиркӳ ӗçченӗсем пулманнипе кӗлӗсем вулассипе, евангелине куçарассипе йывăрлăхсем сиксе тухнă. Крешӗнсен тӗн йăлисем мăсăльмансен, çутçанталăк туррисене шанакансен йăлисене тытса пынинчен тăнă. XIX ӗмӗрте Николай Ильминский тăрăшнипе крешӗнсен чӗлхипе тӗн кӗнекисене куçарнă, шкулсем уçнă. Тӗн литературине куçарасси халӗ те пырать, 2005 çулта Çӗнӗ Халал крешӗнле куçарнă. Çакăн пек пӗлтерӗшлӗ утăма халăх аталанăвӗнчи питӗ пысăк çитӗнӳ тесе йышăнмалла. Апла пулин те крешӗнсен чиркӗвӗсем сахал, Раççейӗпе те 17 храм, Тутарстанра 5 чиркӳ. Вӗсенчен пӗри Хусанта – Турă Амăшӗн Тихвин турăшӗн чиркӗвӗ.
Апат-çимӗçӗ пирки сăмах пуçлас-тăк, крешӗнсем, хуран куклине юратарах параççӗ. Аш-какайран хатӗрленӗ апатсемпе те пуян вӗсен сӗтелӗ. Койкине (сӳтӗн) хатӗрлеççӗ, сысна ашне те çиеççӗ, выльăх юнӗпе те апатра усă кураççӗ. Сӗтел çинчи пахча çимӗçне хăйсем лартса ӳстереççӗ, кăмпа та çиеççӗ. Сӗт-çу продукцийӗпе те пуян: уйранӗ (эйран), чăкăчӗ, тăпăрчӗ, хăйми... Крешӗнсем чăвашсем пекех, сăрине тăваççӗ, чейне те ӗçеççӗ.
Крешӗнсен фольклорӗ çемье уявӗсемпе, çулталăк праçникӗсемпе тата тӗн йăлисемпе çыхăннă. Темиçе сасăпа тăсса юрлаççӗ. Юррисем анатри чăвашсеннипе те, тухăçри марисеннипе те, кăнтăр удмуртсеннипе те пӗр манерлӗрех илтӗнеççӗ. Чăвашсем пекех Троицăран Питравччен авалтан каçсерен юрлама пуçтарăннă, алăран алла тытăнса юрласа утнă. Мăсăльман тӗнне йышăннă тутарсемпе танлаштарсан крешӗнсен ӗлӗкрен пыракан йăлисем ытларах сыхланса юлнă.
Шел те, советсен вăхăтӗнче хупса пӗтернӗ крешӗнсен шкулӗсем уçăлман. Крешӗн чӗлхине халь чиркӳре, ялсенче илтме пулать. Чиркӗвӗсем те, каларăмăр ӗнтӗ, сахал.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗнче Мамадыш районӗнчи Дюсьметьево шкулӗнче вӗренекен крешӗн пикисем: Кристина Григорьева, Алина Зайцева, Гузель Султангараева, Айзиля Усманова Питравра.
http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/kreshnsem