- Хальхинче ман пысӑк шӑплӑх пӗчӗк ӗҫпе ҫыхӑннӑ - хам валли пӗтӗмпех алӑпа кӗпе ӗҫлеме шутларӑм. Вӗтӗ тӗрӗ ку хутӗнче хӑратмарӗ, хӑнӑхрӑм пулмалла, ҫавӑнпа хӑрамасӑрах ӳкерчӗк ҫинче тӳнтер енне кӑтартатӑп. Кунсӑр пуҫне пӗтӗм ҫӗвисене алӑпа туса тухас кӑмӑл ҫуралчӗ. Ӗлӗк пултарнине паян та май пурах ӗнтĕ.
Куравра пушӑ вӑхӑта усӑпа ирттерме май пур. Вӗтӗ тӗрӗ тума эрне кирлӗ пулчӗ. Ку вӑхӑта тӗрӗ ҫине анчах куҫарсан, паллах сахалтарах. Тепӗр виҫӗ кун кӗпе пухрӑм.Чи йывӑрри вара хальхинче вӑхӑт тупса пост ҫырса хатӗрлесси пулчӗ .
Ҫирӗм пӗрмӗш ӗмӗрте хӗрсем шӑлавар ытларах тӑхӑннӑ "амакпа" эп те "чирленине" пулла, кӗске кӗпе турӑм. Пиҫҫихи пирки ятарласа тепӗр хутчен информаци шырама лекрӗ - морккасене сылтӑм енне туса тӑхӑнни тӗрӗсех иккен. Ӗлӗк пурте пӗр пиҫҫихи пулсан сылтӑм еннелле ҫыхса ҫӳренӗ. Кун пирки 20- мӗш ӗмӗр варринчи этнографсен ӗҫӗсенче тупса вулама май пур, кунсӑр пуҫне кивӗ фотосем те ҫирӗплетрӗҫ ку саманта, - çырать хăйĕн социаллă сетьри страницинче чăвашлăха ăша хывакан Шупашкарти Светлана Константинова.
Сăнÿкерчĕкĕсем:https://vk.com/feed