Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
10 Августӑн 2022, 18:23

Йӑла-йӗрке юррисене, ташшисене, вӑййисене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ

Унӑн пуҫаруҫисем пултаруллӑ та пуҫаруллӑ ҫынсем - Иван Кирилловичпа Людмила Михайловна Григорьев мӑшӑрсем.

Йӑла-йӗрке юррисене, ташшисене, вӑййисене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ
Йӑла-йӗрке юррисене, ташшисене, вӑййисене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ

Ситекри "Асанне арчи" наци культура центрӗн çумĕнчи "Ҫеҫпӗл" халӑх юррин коллективĕ тӑван чӗлхене, йӑли-йӗркине упрас енӗпе пысӑк ӗҫ тӑвать.
Унӑн пуҫаруҫисем пултаруллӑ та пуҫаруллӑ ҫынсем - Иван Кирилловичпа Людмила Михайловна Григорьев мӑшӑрсем. Мӑшӑр "Ҫеҫпӗл" халӑх юррин коллективне "Асанне арчи" наци культура центрӗн çумĕнче йӗркеленӗ. Коллектив никӗсленнӗренпе чӑваш культурин йӑли-йӗркине тӗпчесе вӗренет, хӑйӗн халӑхӗн йӑла-йӗрке юррисене, ташшисене, вӑййисене пурнӑçлать. Халӑх коллективӗн репертуарӗ ялти ватӑ ҫынсене аса илĕвĕсемпе тулать. Икӗ ҫул хушшинче чӑваш халӑхӗн нумай юррисемпе йӑли-йӗркине ҫӗнетсе сцена ҫинче пурнӑҫланӑ.
Коллектива хутшӑнакансем хӑйсен хастарлӑхӗпе тата ҫине тӑнипе тӗлӗнтереҫҫӗ. "Ҫеҫпӗл" коллектива район тулашӗнче те пĕлеççĕ. Вӗсем район, республика тата регионсен хушшинчи конкурссене хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсене Шупашкар хулин Чӑваш театрӗнче иртнӗ Елена Хорькова юбилей каҫне чӗннĕ. Коллектив Тутарстан Республикин Алькеев районӗнчи "Уяв" чӑваш культурин пысӑк уявне хутшӑннă, унта Диплома тивӗҫнӗ.
Карина ИВАНОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Иван ГРИГОРЬЕВ.

 

Йӑла-йӗрке юррисене, ташшисене, вӑййисене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ
Йӑла-йӗрке юррисене, ташшисене, вӑййисене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: