Вӑйӑ кӑмӑллӑ усӑллӑ ҫынпа пӗрлештерме, ача тавракурӑмне анлӑлатма, пӗлӗве ҫирӗплетме тата тарӑнлатма, тавҫӑрулӑха, сӑнавлӑха аталантарма пулӑшать. Çирĕклĕри культура çуртĕнче "Наци йӑпанӑвӗсем" пӗлӳпе вӑйӑ программине ирттернӗ, мероприяти теми чӑваш халӑхӗн йӑпанӑвӗ пулса тӑнӑ.
Программа пуҫламӑшӗнче ачасем чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки ҫинчен, вӗсен чӗлхипе кил-çурт таврашĕ ҫинчен пӗлнĕ. Вылямалли программа вырӑнӗнче вылямалли вӑйӑсем суйланӑ: "Ятне пĕл", "Пушӑ пӳрт", "Уйӑх е хӗвел". Кашни вӑйӑ валли ертÿçе чӑваш шутлавҫи е шӑпа пулӑшнипе суйланӑ. Сӗннӗ мӗнпур вӑййа ачасем хаваслансах вылянă. Ҫапах та ачасем "Ятне пĕл" вӑййăпа уйрӑмах интересленнĕ, унта ертÿçи упа пулса, выляма хутшӑнакансене тытмалла та унӑн ятне сасӑранах пӗлмелле.
Мероприятие ӑшӑ та туслӑ атмосферӑра ирттернӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.