Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Чăвашлăх
1 Сентябрӗн 2022, 15:54

«Анне эрешӗсем» видеоуроксем хатӗрлӗҫ

Чӑваш тӗрине тӗрлеме вӗрентекен видеоуроксем хатӗрлӗҫ.

«Анне эрешӗсем» видеоуроксем хатӗрлӗҫ
«Анне эрешӗсем» видеоуроксем хатӗрлӗҫ


Чӑваш тӗрине тӗрлеме вӗрентекен видеоуроксем хатӗрлӗҫ. «Анне эрешӗсем» ят панӑ видеоматериалсене Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ хатӗрлӗ. Палӑртнине пурнӑҫа кӗртме библиотекӑна Раҫҫей Президенчӗн гранчӗ пулӑшӗ.
Ҫав укҫапа вулавӑш ӗҫченӗсем камерӑпа видеомикшер, ятарлӑ ҫутӑ хатӗрӗсем, пӗчӗк микрофонсем тата тӗрленӗ чухне усӑ курмалли хатӗрсем туяннӑ.
«Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» телеграм-каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, «тӗрӗ ӑстисем шкул ачисемпе уроксем ирттерӗҫ, ҫӗвӗ хыҫҫӑн ҫӗвӗ, эреш хыҫҫӑн эреш ӑсталама вӗрентӗҫ. Ҫак видеоуроксемпе кайран пурте усӑ курма пултарӗҫ».
#ӳнер, #культура, #чӑвашлӑх, #вулавӑшсем, #тӗрӗ
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/2399

 

«Анне эрешӗсем» видеоуроксем хатӗрлӗҫ
«Анне эрешӗсем» видеоуроксем хатӗрлӗҫ
Автор:
Читайте нас: