Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Чăвашлăх
13 Ноябрӗн 2022, 14:26

Камăн сăри чи тутли?

Кӑҫал тутлă сăра туса Пăслăкри Юлия Данилова ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнă.

Камăн сăри чи тутли?
Камăн сăри чи тутли?

Çакна Пишпÿлекри Культура керменӗнче иртнӗ чӑвашсен "Кĕр сăри" уявĕнче палăртнă "Кĕр сăри" уяв чӑваш халӑхӗн историне нумай ӗмӗрхи тымарĕнчен килет. Ҫак праҫник тахҫан тырпул пухса кĕртнĕ ӗҫе вĕçленинчен тухнӑ. Ҫӗнӗ тырӑ пӗрчинчен ҫӑкӑр пӗҫернӗ, сӑра тунă, Турӑран сывлӑх, ҫителӗклӗх, ырлӑх пама, пушарсенчен, тӑшмансенчен, ҫутҫанталӑк инкекӗсенчен хӳтӗленме ыйтнӑ. Йӗркелӳҫӗсем уява чӗртсе чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗхӗпе йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшнӑ. Район ҫыннисем сăра наци апат-ҫимӗҫӗн авалхи рецепчӗсене тирпейлӗн упраҫҫӗ. Ҫав каҫхине уява хутшӑнакансем куракансен умне сăра илсе пынӑ, унӑн тутин пахалӑхӗсене жетон пулӑшнипе сасӑласа, хаклама май пулнӑ.
Пишпÿлек районӗнчи фольклор коллективӗсем ҫак каҫ халӑхӑн юратнӑ юррисене юрланӑ. Фестиваль уяв ҫӗнтерӳҫисене дипломсемпе чысланипе вӗҫленнӗ. Район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата кадрсемпе ĕçлекен ҫумӗ Алексей Даниловпа Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канашĕн председателӗн Сергей Михайловӑн аллинчен дипломсемпе сертификатсем илнӗ. Кӑҫал тутлă сăра туса Пăслăкри Юлия Данилова ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнă, иккӗмӗш вырӑншӑн Ситекпуçĕнчи Наталья Плотникова диплом илнӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна Ситекри Людмила Игнашова тивĕçлĕ пулнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек районӗн администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

 

Камăн сăри чи тутли?
Камăн сăри чи тутли?
Камăн сăри чи тутли?
Камăн сăри чи тутли?
Камăн сăри чи тутли?
Камăн сăри чи тутли?
Камăн сăри чи тутли?
Камăн сăри чи тутли?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: