Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
26 Декабрӗн 2022, 15:50

Пӗр ҫул пулатпӑр санпала...

Кив ҫул, сыв пул, пире ан асӑн.

Пӗр ҫул пулатпӑр санпала...
Пӗр ҫул пулатпӑр санпала...

Галина Кӗмӗл. Сăвă.
Тӗлӗнмелле хитре тавралӑх!
Шап-шурӑ юр йӑл-йӑл ҫиҫет.
Вӗр-ҫӗнӗ ҫул - чӑн-чӑн асамлӑх!
Пире саламласа вӗҫет.

Кун-ҫул пуҫламӑшӗ - ҫӗн вӑхӑт
Хуҫа пулса киле кӗрет.
Пӗлменлӗхпе тулли пуласлӑх, -
Кӑштах пире шиклентерет.

Кӗтрет курсе ем-ешӗл чӑрӑш
Хӑналанать кил-ҫуртсенче.
Хаваслӑ халӑх! Кӗвӗ-ташӑ! –
Уяв юрри юрлать тӗнче.

Умра вара выртать ҫулталӑк!
Хӑватлӑ тытӑм. Ҫул йӗрки.
Эс, Ҫӗнӗ ҫул, чун савӑнмалӑх,
Чи лайӑх пурнӑҫ илсе кил.

Кив ҫул, сыв пул, пире ан асӑн.
Пур начарри, юл хыҫала.
Вӗр-ҫӗнӗ ҫул, аван-и, курӑн!
Пӗр ҫул пулатпӑр санпала...

Пӗр ҫул пулатпӑр санпала...
Пӗр ҫул пулатпӑр санпала...
Пӗр ҫул пулатпӑр санпала...
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: