Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
11 Кӑрлач 2023, 18:25

11 ҫулта чӑвашсен йышӗ 368 пин ҫынна чакнӑ

Чӑвашсем нацисен хушшинче халӑх йышӗпе 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

11 ҫулта чӑвашсен йышӗ 368 пин ҫынна чакнӑ
11 ҫулта чӑвашсен йышӗ 368 пин ҫынна чакнӑ


2020 ҫулта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравне пӗтӗмлетнӗ. Чӑвашсем нацисен хушшинче халӑх йышӗпе 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Тепӗр тесен, чӑвашсем 2010 ҫулта та 5-мӗш вырӑнта пулнӑ. Анчах ун чухне халӑх йышӗ нумайрах пулнӑ – 1 миллион та 435 пин те 872 ҫын чӑваш пулнине палӑртнӑ. 2020 ҫулта иртнӗ ҫыравра вара – 1 миллион та 67 пин те 139 ҫын. Ҫапла 11 ҫулта чӑвашсен йышӗ 368,7 пин ҫын чакнӑ. Тен, ку ҫыравра "эпӗ чӑваш" тесе палӑртакансен йышӗ сахалланнипе ҫыхӑннӑ. Мӗншӗн тесен ҫыравра чылайӑшӗ хӑй хӑш наци ҫынни пулнине палӑртман.
2010 ҫулта 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ чеченсем 3-мӗшне куҫнӑ. Пӗрремӗш вырӑнта яланхиллех вырӑссем. Пушкӑртсем - 4-мӗш вырӑнта.
#Раҫҫейре, #ҫырав
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://rosstat.gov.ru/vpn_popul

 

11 ҫулта чӑвашсен йышӗ 368 пин ҫынна чакнӑ
11 ҫулта чӑвашсен йышӗ 368 пин ҫынна чакнӑ
Автор:
Читайте нас: