Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
8 Мартӑн 2023, 14:53

Халӑх чунӗ унӑн юррисенче

Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче "Тӑван ен кӗввисем" чӑваш юррин пӗрремӗш уҫӑ фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.

Халӑх чунӗ унӑн юррисенче
Халӑх чунӗ унӑн юррисенче

Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче "Тӑван ен кӗввисем" чӑваш юррин пӗрремӗш уҫӑ фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Ҫак уява Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче тӑван чӑваш чӗлхине юратакан 35 ҫулхисенчен пуҫласа аслăраххисем валли районти Чӑвашсен канашĕ "Родник" Агрофирмăпа Киров ячĕллĕ СПК ертӳҫисем, Анна Захарова уйрӑм предприниматель, Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн ĕçченĕсем пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Фестивале 130 ытла ҫын хутшӑннӑ. Конкурс ултӑ номинаципе иртнӗ. Компетентлӑ жюри хутшӑнакансен юррисене хакланӑ.
Виҫӗ сехете яхӑн конкурс программи пӗр сывламасӑр иртнӗ. Хутшӑнакансем пурте хӑйсен ӑсталӑхӗпе пултарулӑхне кӑтартнă, питӗ вӑйлӑ коллективсемпе солистсем тухса юрланă. Кашни сӑмах хавхалантарса янă. Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн хӑтлӑ залне пухӑннӑ кашни ҫыншӑн ҫывӑх юрӑсем чӗререн янӑранă. Куракансем ҫав тери савӑннă, чунӗсене кантарнă.
Конкурса хутшӑнакансене пурне те Хисеп хучĕсемпе наградӑланӑ. Юрӑ уявӗ вĕçĕнче гала-концерт пулнă.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Ирина ФОМИНА.

Халӑх чунӗ унӑн юррисенче
Халӑх чунӗ унӑн юррисенче
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: