Ăхпуç библиотекинче Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн ачасемпе "Аттепе анне панӑ тӑван чӗлхе" таврапĕлÿ урокне ирттернĕ. Библиотекарь уяв историйӗ ҫинчен кӗскен каласа панă. Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗн Иван Яковлевич Яковлевӑн биографийӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсем ҫинче уйрăм чарăнса тăна, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вăл ҫуралнӑранпа 175 ҫул тулать. Чӑваш халӑхӗ умӗнче унӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене аса илнĕ. И.Я. Яковлев ҫутта кӑларакан та, учитель те, писатель те, фольклорист та пулнă. Унӑн пур тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене те каласа пама ҫук. Вӑл - чӑваш алфавитне, чӑваш букварьне тӑваканӗ.
Чӑваш халӑхӗ пирӗн ҫутта кӑларакана И.Я. Яковлева мӗн тивӗҫлине яланах асра тытӗ.
Пирӗн тивӗҫ - хамӑртан килнине пурне те тӑвасси, ҫитӗнекен ӑру та хӑйӗн халӑхӗн аталанӑвӗн историне асра тыттӑр, ҫавӑн пек тивӗҫлӗ ятсемпе мухтантӑр.
Илнӗ пӗлӗве ҫирӗплетме чӑваш халӑхӗн культурине, историне, литературине халалланӑ викторина ирттернĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ăхпуçĕнчи библиотекӑн социаллă сетьри страницинчен.