Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
26 Апрелӗн 2023, 13:41

Чӑваш чӗлхи кунӗнче квест-вӑйӑ ирттернĕ

Ачасем асамлӑ юмахсен геройӗсене чӑвашла аса илнĕ.

Чӑваш чӗлхи кунӗнче квест-вӑйӑ ирттернĕ
Чӑваш чӗлхи кунӗнче квест-вӑйӑ ирттернĕ

Апрелĕн 25-мӗшӗнче - Чӑваш чӗлхи кунӗнче, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, хальхи чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенĕн, паллӑ культура деятелӗн Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунне ҫуллен паллӑ тӑваççĕ.
Ҫав кун Çирĕклĕри ял клубӗпе библиотекинче "Чӑваш юмахӗсен тĕнчинче" квест-вӑйӑ иртнӗ. Ачасем пӗрле вӑхӑта ирттернинчен май килнӗ таран савăк кăмăл-туйăм илччӗр тесе савӑнӑҫлӑ маршрут хатӗрленӗ. Маршрут библиотекӑра пуҫланнă, унтан ял клубӗнче малалла тӑсăлнă.
Программа пуҫламӑшӗнче библиотекарь ачасене чӑваш халӑх пултарулӑхӗн пӗр тӗсӗ - юмахӗ ҫинчен каласа панă. Юмахсем мĕнлисем пуррине аса илтернĕ. Ачасем асамлӑ юмахсен геройӗсене чӑвашла аса илнĕ.
Квест ултă туртан тӑнӑ. Командӑсем станцисем тӑрӑх ҫул ҫӳреме тухса кайнă. Кашни станцӑра ачасем интереслӗ заданисем пурнӑҫланӑ.
Пӗрремӗш турта "Юмахри викторина" пулнӑ. Ачасем юмахри ыйтусене хуравланă. "Ваттисен сăмахĕсене пух" иккӗмӗш тура хутшӑнакансем чӑвашла ӗҫ ҫинчен ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ. "Юмахри япаласен музейӗ" конкурсра ачасем юмахӑн тата тӗп геройӑн ятне тавҫӑрса илнӗ. "Чӑваш халӑх вӑййисем" станцинче ачасем вӑр-вар та тавҫӑруллӑ пулнине кӑтартнă. Юлашкинчен ачасем чӑвашла ребуссен тупсăмĕсене тупнă.
Квест-вӑййа хутшӑнакансене станцисем тӑрӑх ҫӳрени килӗшнӗ. Вӗсем лайӑх кӑмӑл-туйӑм зарячӗ илнӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

 

 

 

Чӑваш чӗлхи кунӗнче квест-вӑйӑ ирттернĕ
Чӑваш чӗлхи кунӗнче квест-вӑйӑ ирттернĕ
Чӑваш чӗлхи кунӗнче квест-вӑйӑ ирттернĕ
Чӑваш чӗлхи кунӗнче квест-вӑйӑ ирттернĕ
Чӑваш чӗлхи кунӗнче квест-вӑйӑ ирттернĕ
Чӑваш чӗлхи кунӗнче квест-вӑйӑ ирттернĕ
Чӑваш чӗлхи кунӗнче квест-вӑйӑ ирттернĕ
Чӑваш чӗлхи кунӗнче квест-вӑйӑ ирттернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: