Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
26 Апрелӗн 2023, 12:55

Чӑваш чӗлхи кунне паллă тунă

Кӑҫал Чӑваш культура патриархӗ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул пулать.

Чӑваш чӗлхи кунне паллă тунă
Чӑваш чӗлхи кунне паллă тунă

Апрелĕн 25-мӗшӗнче ҫуллен Чӑваш ҫырулӑхӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ахальтен мар Чӑваш чӗлхи кунӗ И.Я. Яковлев ҫуралнӑ кунпа тÿр килет. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпе чӑваш халӑхӗшӗн ӗҫленӗ, чӑваш ачисем валли шкулсем уҫнӑ, алфавитпа букварь тунӑ. Кӑҫал Чӑваш культура патриархӗ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул пулать.
Ҫав уяв шайӗнче Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта Чӑваш чӗлхи кунне тата И. Я. Яковлев 175 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисем иртнĕ. Вӗренекенсем ҫутта кӑлараканӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашнӑ, "Эпир - маттур ачасем" вӑйӑ ирттернӗ, тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ.

#ГодПедагогаиНаставника

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Чӑваш чӗлхи кунне паллă тунă
Чӑваш чӗлхи кунне паллă тунă
Чӑваш чӗлхи кунне паллă тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: