Пишпÿлек район тĕп библиотекин чăваш секторĕн заведующийĕ, поэтесса, «Шуратăл» обществăлла пĕрлешÿ членĕ Марина Алексеевна Яковлева хăй Тутар Республикинче иртнĕ «Уява» кайса килни çинчен каласа парать.
— Сиктĕрмене эпир виççĕн кайрăмăр: Юрий Николаевич Михайлов (республикăри чăвашла тухакан «Урал сасси» хаçат редакторĕ), Алексей Анатольевич Емельянов тата эпĕ.
Пётр Петрович Хусанкай çуралса ÿснĕ Тутар Республикин Элкел районĕнчи Сиктĕрме ялĕнче республика шайĕпе иртекен чăваш культурин уявне ирттерчĕç.
Уяв тĕрлĕ лапамсенче иртрĕ. Куракансем Чăваш пики конкурса хутшăнакан пикесен илемне курса киленме, юрра-ташша ăста çынсен пултарулăхĕпе паллашма, ал ăстисен ĕçĕсене курса хаклама, çавăн пекех çав ĕçсене туянма пултарчĕç. Ача-пăча валли уйрăм лапам йĕркеленĕччĕ. Унта вăйăсем, мастер-классем иртрĕç.
Çыравçăсене Хусанкай урамĕнче курма пулчĕ. Вĕсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕччĕ. Хайсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, Хусанкай сăввисене вуларĕç. Эпĕ те çав шутра. Курса çÿремелли нумайччĕ. Пур çĕре те çитсе пулмарĕ. Унта куракан пек каймалла, Уява хутшăнакан пек мар.
Пушкăртстанран Ĕпхури вырсарни шкулĕнчен (директорĕ Михайлов Юрий Михайлович) "Элем" ушкăн та килнĕччĕ.
Кашни хутшăнакан çыравçа Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕç.
Унта турист комплексĕ пур, ахаль те кайса курма пулать.
Марина ИВАНОВА çырса илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Марина Яковлева.