Чӑваш фольклорӗ пуян та тӗрлӗ енлӗ, унта ачасемпе аслисемшӗн вӑйӑсем нумай.
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫав вӑйӑсем, халӑх пултарулӑхӗн ытти тӗсӗсем пекех, манӑҫа тухаҫҫӗ.
Февралӗн 6-мӗшӗнче Çирĕклĕри ял клубӗнче "Чӑваш вӑййисен калейдоскопӗ" фольклор сехечӗ иртнӗ. Ертсе пыракан чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркисем ҫинчен каласа панă. Унтан чӑвашсен каларӑшӗсене аса илнĕ.
Мероприятие хутшӑнакансем тӗрлӗ хускануллӑ вӑйӑсем вылянă: "Çырма", "Тункатасем", "Пушă вырӑн", " Йӗппе ҫип", "Уйӑх е хӗвел ".
Чӑваш халӑх вӑййисем нумай енлӗ тата наци колоричӗпе уйрăлса тăраҫҫӗ. Хутшӑнакансем хастар хутшӑннӑ, вӑр-вар та тавҫӑрулӑх кӑтартнӑ, кашни вӑйăра халӑх кĕвви янăранă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club135580128