Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
16 Июнӗн , 15:02

Ситекпуçĕнче чăваш юррин уявĕ иртрĕ

Ситекпуç çĕрĕ "Тăван ен кĕввисем" фестиваль-конкурса хутшăнакансене таварат йышăнчĕ.

Ситекпуçĕнче чăваш юррин уявĕ иртрĕ
Ситекпуçĕнче чăваш юррин уявĕ иртрĕ
Ситекпуç çĕрĕ "Тăван ен кĕввисем" фестиваль-конкурса хутшăнакансене таварат йышăнчĕ.
Фестивале йĕркелекенсен йышне, тĕпрен илсен, Пишпÿлек районĕнчи Чăваш Канашĕ шутланать, кăçал асăннă юрă-кĕвĕ конкурсĕ иккĕмĕш хут иртрĕ.
Калас пулать, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, хутшăнакансен географийĕ анлăрах, унта Пишпÿлек районĕпе пĕрле Ермекей тата Кармаскалă районĕсенчен хăй пултарулăх артисчĕсем килсе çитнĕ. Пĕтĕмпе 150 яхăн çын пухрĕç ĕнер "Тăван ен кĕввисем", пĕтĕмпе 43 номер пăхса хакламалла пулчĕ жюри членĕсен.
Ситекпуçсем фестивале тĕплĕ хатĕрленни пур çĕрте те палăрса тăрать: культура çурчĕпе ача сачĕн территорисене йĕркене кĕртнĕ, хутшăнакансене кашнине кĕтсе илсе пулăшакансене çирĕплетнĕ, пуян сĕтел хатĕрленĕ, Форель фермине экскурси йĕркеленĕ, чăваш вăйă ункине ирттерчĕç.
Иртен пуçласа каçхи çичĕ сехетчен Культура çуртĕнче чăваш юрри-кĕвви кĕрлерĕ.
Пĕтĕмпе çичĕ номинаци пулчĕ: эстрада юрри (ансамбль), эстрада юрри (пĕчченшер), халăх юрри (ансамбль), халăх юрри (пĕчченшер), инструментпа каласси (ансамбль), инструментпа каласси (пĕчченшер), çемье юрă ансамблĕ.
Калас пулать, фестивале хутшăннă кашни коллектив, кашни хăйпултарулăх артисчĕ тата вĕсен ертÿçисем тава тата мухтава тивĕçлĕ. Кунĕ питĕ шăрăх пулчĕ, чылайăшĕ инçетрен килнĕ-çке.
Çапла вара фестивальте çĕнтерÿçĕсем - Гран-при хуçисем Кармаскалă районĕнчи Алина Степанова ертсе пыракан "Çăлкуç" чăваш халăх фольклор ансамблĕ пулчĕ. Вĕсем юрланă "Саврăм сире, юратрăм сире" юрă темиçе саспа, вăйлă янăрарĕ, итлекенсен чĕрине малтанхи самантранах тыткăна илчĕ. Номинацисенчи çĕнтерÿçĕсем - эстрада юрри (ансамбль) - "Янкăр юрă" (Пишпÿлек районĕ, Пишпÿлек ялĕ), эстрада юрри (пĕчченшер) - Валентина Кобякова (Кармаскалă районĕ, Николаевка ялĕ), халăх юрри (ансамбль) - "Тăванлăх" чăваш халăх фольклор ансамблĕ (Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ), халăх юрри (пĕчченшер) - Галина Афанасьева (Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ), инструментпа каласси (ансамбль) - "Çăлкуç" чăваш халăх фольклор ансамблĕ (Кармаскалă районĕ, Николаевка ялĕ), инструментпа каласси (пĕчченшер) - Михаил Кудряшов (Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ), çемье юрă ансамблĕ - Светлана Ивановапа Лира Новикова (Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ). Паллах, кашни номинацинче иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăн йышăннисем те Диплом тата укçан парне илчĕç. Фестиваль спонсорĕсем Киров ячĕллĕ ялхуçалăх кооперативĕ, "Валерия" медицина центрĕ, "Эксперт" лавкка, Олег Рузаков пулчĕç.
Мĕнех, тепре тĕл пуличчен, "Тăван ен кĕввисем!"
Галина ВАРИКОВА.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Галина ВАРИКОВА.
 
Ситекпуçĕнче чăваш юррин уявĕ иртрĕ
Ситекпуçĕнче чăваш юррин уявĕ иртрĕ
Ситекпуçĕнче чăваш юррин уявĕ иртрĕ
Ситекпуçĕнче чăваш юррин уявĕ иртрĕ
Ситекпуçĕнче чăваш юррин уявĕ иртрĕ
Ситекпуçĕнче чăваш юррин уявĕ иртрĕ
Ситекпуçĕнче чăваш юррин уявĕ иртрĕ
Ситекпуçĕнче чăваш юррин уявĕ иртрĕ
Ситекпуçĕнче чăваш юррин уявĕ иртрĕ
Ситекпуçĕнче чăваш юррин уявĕ иртрĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: