Кистенлĕри Культура ҫуртӗнче "Хӗвел" ачасен вăйă площадки малалла тӑсӑлать.
"Чӑваш кухни: ĕнер тата паян" тематика программине хутшӑнакансем чӑваш кухнин наци апат-ҫимӗҫӗпе паллашнă, вӗсем сайра хатӗрлекен - хуплу (ҫӗрулмипе какай кукли), чăкăт (тӑпӑрчӑ чӑкӑчӗ), тултармăш (юн кӑлпасси), кукар шÿрпи (пуç-ура яшки), хуран кукли, капартма (пашалу) апат-çимĕçпе паллашнă. Хальхи кухня ҫинчен те калаҫу хӗрÿ иртнĕ, ку кухня та питӗ пуян - çăмарта (хытă пĕçернĕ ҫӑмарта), кавӑнран тунӑ икерчӗ, йăва. Ҫирӗплетме "Пуян чӑваш кухни" викторина иртнӗ. Ачасем хӑйсем хуран кукли, йăва тума хӑтланса пӑхнă. Тутлӑ чейпе тата кӑпӑшка йăвапа хӑналанни питĕ те тутлӑ пулнă. Программӑна хутшӑнакансем нумай пĕлÿ пӗлнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.