Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
7 Октябрӗн , 14:32

"Чӑвашла вулама модӑллӑ!»

— Пишпÿлекри тӗп район библиотекин сотрудникӗсем ҫапла шутлаҫҫӗ.

"Чӑвашла вулама модӑллӑ!»
"Чӑвашла вулама модӑллӑ!»
 
"Чӑвашла вулама модӑллӑ!»
— Пишпÿлекри тӗп район библиотекин сотрудникӗсем ҫапла шутлаҫҫӗ.
Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров: "Пирӗн патра грант пулӑшӑвӗн системине лайӑх йӗркеленӗ. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче граждан обществин институчӗсем 1,5 миллиард тенке яхӑн пулӑшу илнӗ. Пирӗн коммерциллӗ мар сектор Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн Фончӗн тата Президент гранчӗсен Фончӗн конкурсӗсене хастар хутшӑнать".
Пушкӑрт Республикинчи Пишпӳлек районӗнчи тӗп библиотека "Медиа-салон "Чӑвашла вулама модӑллӑ!" проекта пурнӑҫланин тӗп партнерĕ пулса тӑнӑ. Тӑван чӗлхепе литература ачана воспитани парас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнине ӑнланса, ачасене наци литературин произведенийӗсем урлӑ хӑйсен культура еткерлӗхӗ, йӑли-йӗрки, историйӗ ҫинчен пӗлме пултарнине кӑтартмалла. Чӑваш юмахӗсем, сӑввисем, калавӗсем тата ытти произведенисем тӑван чӗлхене юратма, хӑйсен халӑхне ӑнланма тата ӑна хисеплеме пулӑшаҫҫӗ.
Асӑннӑ проекта Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн грант Фончӗ пулӑшнипе Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн гранчĕпе пурнӑҫлаҫҫӗ. Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн грант фончӗ регионти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсемпе пуҫарусене пулӑшас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнать. 2020-2024 ҫулсенче Фонд 17 конкурс ирттернӗ, асӑннӑ 3 692 заявкӑсенчен 745 социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проекта ырланӑ. Грант пулӑшӑвӗн пӗтӗмӗшле сумми 1,2 миллиард ытла тенкӗпе танлашнӑ, вӗсенчен 852,5 миллион тенкӗ республика бюджетӗнчен тата президент гранчӗсен Фондне софинанслас шучӗпе 364,86 миллион тенкӗ.
"Чӑвашла вулама модӑллӑ" проектӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче поэтесса, Пушкӑрт Республикинчи "Шуратăл" общество пӗрлешӗвӗн членӗ Марина Яковлева йӗркелекен ачасемпе пĕрле ирттерекен мастер-классем пулаҫҫӗ. Проект шайӗнче ачасем валли ҫыракан чӑваш авторӗсен сӑввисемпе калавӗсен видеоне ҫырса пырӗҫ, "Чӑвашла итлӗпӗр" рубрика айӗнче чӑваш секторӗн ВК социаллӑ сетӗнче пичетлесе кӑларӗҫ. Интернета ача сассипе тухасси анлӑ интернет-аудитори валли чӑваш литературине явӑҫтармалли ҫӗнӗ формат йӗркеленӗ.
— Хам ӗҫ-хӗлпе манӑн час-часах Пишпÿлек шкулӗсен чӑваш класӗсенче мероприятисем ирттерме тивет. Асӑрхатӑп, ачасем тӑван чӗлхене вӗренессипе туллин интересленмеҫҫӗ. Асӑннӑ проект вӗсене интереслентерессе тата илнӗ хӑнӑхусемпе малашне уроксенче ӑнӑҫлӑ усӑ курасса шанатӑп, — каласа парать чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен сектор заведующийӗ Марина Яковлева.
Тата тепӗр проектра усӑ куракан пултарулӑх форми "Чӑвашла вулама модӑллӑ" вулакансен муниципалитет фестивалӗ. Ҫак фестивале ачасен пултарулӑх вӑй-хӑватне пурнӑҫлама тата чӑваш чӗлхине ҫирӗплетме янӑ.
Чӑвашла вуласа тухнӑ произведени енӗпе республика "Вуласа тухнӑ. Ӳкерсе илнӗ" конкурспа проект вĕçленет. Конкурс тӗллевӗ: вуласа тухнӑ произведение чӑвашла электронлӑ журналпа, видео, аудио, виртальнӑй заставӑсемпе тата ытти вулавҫӑсене интереслентерес тесе тӑратмалла.
Галина ВАРИКОВА.
 
Сӑнӳкерчӗкӗ: Марина Яковлеван архивӗнчен.

 

"Чӑвашла вулама модӑллӑ!»
"Чӑвашла вулама модӑллӑ!»
"Чӑвашла вулама модӑллӑ!»
Елена ГАНИЕВА, проект ертӳҫи, Пишпÿлекри централизациленӗ библиотека системин директорӗ: — Асӑннӑ проекта ултӑ ҫултан пуҫласа 12 ҫула ҫитичченхи ачасем валли палӑртнӑ тата чӑваш чӗлхипе чӑваш литературине популяризацилесси тата проекта хутшӑнакансем хӑйсен чӗлхипе мультимедиа продукчӗсем тӑвасси урлӑ упрама янӑ. "Медиа-салон "Чӑвашла вулама модӑллӑ" проект ҫумне хутшӑнас текенсене пурне те чӑвашла вулас, унпа хутшӑнас текенсене кӗтетпӗр.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: