Чӑваш гимназийӗн театр коллективӗ тата Пелепей хулин "Ҫӗнӗ ӑру" ача-пӑчапа ҫамрӑксен центрӗн "Журналистка" пӗрлешӗвӗ республика уҫӑ экомарафонӗн "Хӗллехи уявсенче халӑх тата ҫемье йăли-йĕркисем" ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнă, ăна республикӑри ача-пӑча экологипе биологи центрӗ ирттернĕ.
Вӗсен наставникӗсемпе пӗрле ачасем хӑйсен пултарулӑхӗпе талантне кӑтартса паракан ҫап-ҫутӑ та илемлӗ ви-деороликсемпе презентацисем тунӑ.
"Шевле" кружокра (ертӳҫи П.Г. Кирилова) ачасем театр искусствипе туслашаҫҫӗ, творчество пултарулӑхне, харпӑрлӑхне аталантараҫҫӗ, импровизацилеме, вӑйӑсем шухӑшласа кӑларма, юмахсем, калавсем, сценарисем шухӑшласа кӑларма вӗренеҫҫӗ, тӗрлӗ геройсем пулаççĕ. Конкурса ачасем чӑваш Сурхурине уявлакан сценӑна тӑратнӑ, унта ҫынсен пурнӑҫӗнче ырлӑхпа телей туртӑмӗн тӗллевӗсем иртеҫҫӗ.
"Ҫӗнӗ ӑру" ача-пӑчапа ҫамрӑксен центрӗнче А.А. Асадулина ертсе пынипе "Журналистика" пӗрлешӗвӗ ӗҫлет. Ҫамрӑк журналистсем Айгуль Айратовнапа сюжет хатӗрленĕ, унта йӑлана кӗнӗ мероприятисем ҫинчен каласа панă, хӑш-пӗрисем хӗллехи тапхӑрта "Ҫӗнӗ ӑрура" иртеҫҫӗ. Вӗсем хушшинче – "Ҫӗнӗ çул елки", "Хӗллехи вӑйӑсем" тата "Çăварни".