Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
30 Кӑрлач , 11:14

Чӑвашла вулакансен районти фестиваль-конкурсĕ стартлать

Конкурса 12 ҫулчченхи ачасем, ҫавӑн пекех пӗтӗм районти шкулчченхи ÿсĕмри ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Чӑвашла вулакансен районти фестиваль-конкурсĕ стартлать
Чӑвашла вулакансен районти фестиваль-конкурсĕ стартлать

Пушкӑртстан Республикинчи Пишпӳлек районӗнчи чӑвашсен Канашĕн ӗҫтӑвкомӗ, тӗп библиотека, районăн социаллӑ аталанӑвне пулӑшу памалли ыркӑмăллӑх фончӗ "Читать на чувашском модно" муниципалитет фестиваль-конкурсĕ пуçланассине пӗлтереҫҫӗ. Конкурса Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн грант фончӗ пулӑшнипе тата Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалланӑ грант укҫи-тенкипе ирттереҫҫӗ.
Конкурса 12 ҫулчченхи ачасем, ҫавӑн пекех пӗтӗм районти шкулчченхи ÿсĕмри ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
I тапхӑр - 2025 ҫулхи январӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа февралӗн 20-мӗшӗччен. Хутшӑнакансем электронлӑ почтӑпа конкурса заявка яраҫҫӗ [email protected]
II тапхӑр (куҫăн) февралӗн 21-мӗшӗнче вулакансен конкурсӗн фестивалӗнче Пишпÿлек районӗнчи тӗп библиотекӑра пулать. Конкурсант чӑваш чӗлхепе пӗр поэзиллӗ произведени суйласа илмелле, произведени пилӗк минутран ытла янӑрамалла. Сӑвӑ текстне ахаль кӑна вуламалла мар, вуламалли (мимикӑпа, алӑсемпе) тата художествӑлла формӑна та тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Выступление презентацилени тата музыкӑпа илемлетни пулсан тата та аванрах.
Конкурс ҫинчен калакан положенипе тӗп библиотекӑн "Конкурс" пайӗнчи сайтӗнче паллашма пулать https://bizh-bibl.ru/category/konkursy/
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тӗп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/biblbib


0+

 

Чӑвашла вулакансен районти фестиваль-конкурсĕ стартлать
Чӑвашла вулакансен районти фестиваль-конкурсĕ стартлать
Чӑвашла вулакансен районти фестиваль-конкурсĕ стартлать
Чӑвашла вулакансен районти фестиваль-конкурсĕ стартлать
Чӑвашла вулакансен районти фестиваль-конкурсĕ стартлать
Чӑвашла вулакансен районти фестиваль-конкурсĕ стартлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: