Акӑ ĕнтӗ "Чӑвашла вулама модăлла" чаплӑ проекта пурнӑҫласси вӗҫленет, унӑн авторӗ тата ертӳҫи пулма манăн, Елена Ганиеван, тӳр килчӗ. Чӗрере кӑштах хурлӑхлӑ, анчах ҫав вӑхӑтрах ҫак тӗлӗнмелле вӑхӑт, савӑнӑҫпа пӗлӳпе тулнӑ вӑхӑт пулчĕ. Эпир ачасемпе пӗрле тӑван чӗлхепе вуларӑмӑр, чӑваш йӑлисене вӗрентӗмӗр.
Ачасем чӑваш халӑхӗн историлле еткерлӗхӗ ҫинчен нумай ҫӗнӗ хыпар пӗлчĕç, чи кирли медиа тӑван чӗлхепе тĕрлĕ япаласем тума вӗренчĕç. Проект волонтерӗсем пулӑшнипе ачасем чӑваш писателӗсен пултарулӑхӗпе, фольклорпа, "Нарспи" произведенийӗпе, чӑваш чӗлхи урокӗсенче тата библиотекӑри мероприятисенче усӑ курма май паракан электронлӑ пособисем йӗркелерĕç. Ку кӑткӑс, анчах тӗлӗнмелле интереслӗ ҫул пулчĕ!
Ултă уйӑхра 12 ытла мероприятие пурнӑҫланӑ, сăвă вулакансен конкурсӗ, унта пӗтӗм районти 40 ытла ача хутшӑнчĕ; Пушкӑрт Республикинчи вунă районпа хула ачисем хутшӑннӑ чи лайӑх буктрейлер конкурс йӗркеленӗ.
Салона хутшӑнакансене, ертсе пыракансене, волонтерсене, учительсене, ҫавӑн пекех пирӗн мероприятисене хутшӑннисене пурне те тавтапуҫ.
Проект вӗҫленни пире паян кӑштах хурлантарать, анчах кӳренме кирлӗ мар! Эпир малалла та туслашӑпӑр, тӗл пулӑпӑр, хамӑрӑн илемлӗ чӑваш чĕлхипе малалла та вулӑпӑр.
Атьӑр хамӑр еткерлӗхе пӗрле упраса, ӳстерсе пырар!
#ГрантыРБ #ФСГОРБ #языкигранты2024
#МАУКБижбулякскаяЦБС
#БлаготворительныйфондподдержкисоциальногоразвитияМРБижбулякскийрайонРеспубликиБашкортостан
#ЧитатьНаЧувашскомМодно
Сăнÿкерчĕкĕсем: "Читать на чувашском модно" медиа-салонăн социаллă сетьри страницинчен.
Елена Ганиева.
vk.com/club203459367