Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
28 Апрелӗн , 10:41

Хушăлкара Чăваш чĕлхи кунне паллă тунă

Чӑваш чӗлхи кунне кашни ҫул ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Хушăлкара Чăваш чĕлхи кунне паллă тунă
Хушăлкара Чăваш чĕлхи кунне паллă тунă

 

Чӑваш чӗлхи кунне кашни ҫул ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Уяв кунӗнче Иван Яковлевич Яковлев — ученӑй-лингвист, ҫутта кӑларакан, филолог, чӑваш чӗлхине тĕпчекен тата чӑваш ҫырулӑхне никӗслекен ҫуралнӑ куна суйласа илнӗ.

Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ чаплӑ мероприяти Хушăлка ялӗнче иртнӗ. Мероприятине хутшӑнакансем - чӑваш чӗлхи учителӗсем - Хушăлкари вăтам шкула, класс мероприятийĕ хатӗрленӗ ҫӗре, ҫавӑн пекех таврапĕлÿ материалӗпе паллашма шкул музейне кӗрсе тухнă.

Уявӑн тӗп пайӗ пӗлтӗр юсанӑ ялти Культура çуртӗнче иртнӗ. Мероприятие вырӑнти халӑх ӑстисем йӗркеленӗ курав илемлетнӗ. Уяв малалла концерт номерӗсемпе тата чӑваш чӗлхипе культурине упраса хӑварас тата аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывакан активистсене тав ҫырӑвӗсемпе паллă тунипе тăсалнă.

 

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

 

Хушăлкара Чăваш чĕлхи кунне паллă тунă
Хушăлкара Чăваш чĕлхи кунне паллă тунă
Хушăлкара Чăваш чĕлхи кунне паллă тунă
Хушăлкара Чăваш чĕлхи кунне паллă тунă
Хушăлкара Чăваш чĕлхи кунне паллă тунă
Хушăлкара Чăваш чĕлхи кунне паллă тунă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас