Июнĕн 17-мӗшӗнче Мияки районӗнчи Хурамал ялĕнче «Туссем хушшинче» районти ача-пăча юрă конкурсӗ, пилĕк ҫултан пуҫласа 15 ҫула ҫитичченхи ÿсĕмри чӑваш чӗлхине пӗлекен, чӑваш халӑх тата эстрада юррисене пӗлекен ачасене пӗрлештернӗ. Унтан Пишпÿлек районĕнчи Пăслăкри Культура çурчĕн солистки Дарина Федорова («Халӑх юрри» номинацире 1-мĕш степеньлӗ лауреат, ертÿçи И.В. Игнатьева), Пăслăкри К. Иванов ячĕллĕ вăтам шкулти «Тумлам» арçын ачасен ансамблӗ ("Эстрада юрри" номинацире 2-мĕш степеньлӗ лауреат, ертÿçи Л.А. Данилова) ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ.
Ачасене саламлатпӑр, вӗсене малашнехи пултарулӑх ҫӗнтерӗвӗсем сунатпӑр!
Пăслăкри К. Иванов ячĕллĕ вăтам шкул ертӳҫине Л.Н. Афанасьевана, класс ертӳҫине Г.В. Кириллована, водителе Л.В. Тимофеева фестиваль-конкурса кайса килессине йӗркеленӗшӗн тав тӑватпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.