Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
7 Июлӗн , 10:44

Сиктерме ялӗнчи «УЯВ» уяври манӑҫми кун!

Ситек ялӗнчи «Асанне арчи» НКЦ ҫумӗнчи «Ҫеҫпĕл» фольклор коллективӗ пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш культурин "УЯВ" уявне хутшăннă.

Сиктерме ялӗнчи «УЯВ» уяври манӑҫми кун!
Сиктерме ялӗнчи «УЯВ» уяври манӑҫми кун!

Июлĕн 5-мӗшӗнче Ситек ялӗнчи «Асанне арчи» НКЦ ҫумӗнчи «Ҫеҫпĕл» фольклор коллективӗ пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш культурин "УЯВ" уявӗн пӗр пайӗ пулса тӑнӑ.

Ҫавӑн пекех И.И. Казанков чӗннипе, уявӑн хисеплӗ хӑни ПР Пишпÿлек районӗнчи Чӑвашсен Канашĕн председателӗ Михайлов Сергей Квинтильянович пулнӑ.

"УЯВ" хӑйӗн масштабӗпе тӗлӗнтернӗ!

Пур ҫӗрте те кулни, шӳтлени, юрлани, ташлани, чуччи, вӑйӑсем илтӗнеҫҫӗ, пурте савӑнаҫҫӗ. Эстрада площадкисем кӑна ҫиччӗ ĕçленĕ, тӗп площадкине шутламасан.

Кунта крепость, керменсем, гостиницӑсем, кафесем, ресторансем, юсаса ҫӗнетнӗ сооруженисем нумай: авалхи хресчен ҫурчӗсем, шыв тата ҫил арманӗсем, заказник, рунӑсен паркӗ, кимӗ станцийӗ, наци усадьбисем, осетрпа шывсем тата темӗн те курма пулать унта. Пурне те пысӑк хурансенче хатӗрленӗ плов тӳлевсӗр ҫитернӗ. Коллективсем уйрӑм пысӑк чатӑрсенче апат ҫинĕ.

Чӑвашсем кӑна тухса калаҫман. Вырӑссем те, тутарсем те, марисем те, бурятсем те, пирӗн пысӑк ҫӗршыври ытти нумай халӑхсем те пулнӑ.

Иван Иванович Казанкова — "Звениговский" СПК председательне, ТР чӑваш ваттисен Канашӗн председательне, ЧР "Сувар" ОО ваттисен канашӗн ертӳҫине тата пурне те илемлӗ уявшӑн, халăх пӗрлӗхне туйнӑшӑн питӗ пысӑк тав!

Чӑваш Республикин халӑх артисткине, Пушкӑртстан Республикин Тава тивӗҫлӗ артисткине, Пишпÿлек районӗн Хисеплӗ гражданинне - Елена Владимировна Хорькована (Шурту) уйрӑм тавтапуç.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри «Асанне арчи» НКЦăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public183911692

 

 

Сиктерме ялӗнчи «УЯВ» уяври манӑҫми кун!
Сиктерме ялӗнчи «УЯВ» уяври манӑҫми кун!
Сиктерме ялӗнчи «УЯВ» уяври манӑҫми кун!
Сиктерме ялӗнчи «УЯВ» уяври манӑҫми кун!
Сиктерме ялӗнчи «УЯВ» уяври манӑҫми кун!
Сиктерме ялӗнчи «УЯВ» уяври манӑҫми кун!
Сиктерме ялӗнчи «УЯВ» уяври манӑҫми кун!
Автор: Марина Иванова
Читайте нас