Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
14 Кӑрлач , 11:39

Ăхпуçĕнче чӑвашсен йӑлана кӗнӗ «Сурхури» хӗллехи уявне йӗркелесе ирттернĕ

Ăхпуçĕнчи ял библиотеки чӑвашсен йӑлана кӗнӗ «Сурхури» хӗллехи уявне йӗркелесе ирттернĕ.

Кашни ҫул Кӑшарни эрнинче ялӑн ҫамрӑк ҫыннисем те, аслӑ ӑру та чӑваш халӑхӗн наци уявне хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ачасем ырӑпа чечекленӳ суннипе саламлама пуҫлаҫҫӗ, Раштава мухтаҫҫӗ. Ҫак уяв ӗлӗкренех пуҫланса кайнă, ялта ряженнӑйсем килӗрен ҫӳресе хуҫисене ырлӑх-пурлӑх, тулӑх тыр-пул тата килти выльӑх-чӗрлӗх ӗрчеме, кил-йыша сывлӑх суннӑ. Ҫак кун тĕп сунăм – «Карта тулли выльăх пултӑр, сак тулли ача пултӑр!» Хӑнасен ырӑ сунӑвне хуравласа хуҫасем вӗсене тӗрлӗ тутлă апатпа сӑйланă, ачасене пылак ҫимӗҫ парнеленĕ.

Ҫак уява ялти ҫамрӑк ҫынсемпе пӗрле ирттернӗ, вӗсем хӑйсен халӑхӗн йӑли-йӗркине пӗлччӗр, асра тытчӑр, унӑн пуян культурине хутшӑннипе мӑнаҫланччӑр.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ăхпуçĕнчи ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club147798411

Ăхпуçĕнче чӑвашсен йӑлана кӗнӗ «Сурхури» хӗллехи уявне йӗркелесе ирттернĕ
Ăхпуçĕнче чӑвашсен йӑлана кӗнӗ «Сурхури» хӗллехи уявне йӗркелесе ирттернĕ
Ăхпуçĕнче чӑвашсен йӑлана кӗнӗ «Сурхури» хӗллехи уявне йӗркелесе ирттернĕ
Ăхпуçĕнче чӑвашсен йӑлана кӗнӗ «Сурхури» хӗллехи уявне йӗркелесе ирттернĕ
Ăхпуçĕнче чӑвашсен йӑлана кӗнӗ «Сурхури» хӗллехи уявне йӗркелесе ирттернĕ
Ăхпуçĕнче чӑвашсен йӑлана кӗнӗ «Сурхури» хӗллехи уявне йӗркелесе ирттернĕ
Ăхпуçĕнче чӑвашсен йӑлана кӗнӗ «Сурхури» хӗллехи уявне йӗркелесе ирттернĕ
Ăхпуçĕнче чӑвашсен йӑлана кӗнӗ «Сурхури» хӗллехи уявне йӗркелесе ирттернĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас