Чи ҫутӑ уяв — Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ — умӗн Кистенлӗри ял библиотекинче уйрӑм тӗлпулу иртнĕ. Хальхинче хутшăнакансем тӑван, чӗрене ҫывӑх чӑваш чӗлхине сӳтсе явма шут тытнă. Шӑпах ун ҫинче юрату тата анне сӑмахӗсем уйрӑмах чӗререн илтӗнеҫҫӗ-ҫке.
Сӳтсе явнин тӗп теми Георгий Орловӑн хайлавӗ, сӑмахран унӑн «Вутри юрату» кӗнеки пулнă. Нумай япаласем çинчен калаҫнă:
- Хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенчи хӗрарӑмсен ҫӑмӑл мар шӑпи ҫинчен.
- Мӗнпур йывӑрлӑха пӑхмасӑр пирӗн кинемейсемпе аннесем чӗресенче шанчӑклӑхпа парӑнса пурӑнни ҫинчен.
- Чӗрӗ юлма, пултарма пулӑшнӑ юратӑвӑн аслӑ вӑйӗ ҫинчен.
Уяв тӗлне библиотекăра «Чипер майрасене халалласа» кӗнеке куравӗ илемлетнӗ, унта хӗрарӑмсем ҫинчен тата хӗрарӑмсем валли чи лайӑх хайлавсем тӑратнӑ.
Чей ĕçнĕ май «хамӑрӑнни, хӗрарӑмсенни ҫинчен» калаҫнă, аса илӳсемпе пайлашнă, тӑван чӗлхепе хутшӑннипе киленнĕ. Кун пек тӗлпулусем чуна ӑшӑтаҫҫӗ, пирӗн тымарсене аса илтереҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club225023692