

Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче аслӑ чӑваш классикӗ Константин Иванов кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Чӑваш академи драма театрӗнче унӑн хайлавӗсене витӗмлӗн вуламалли конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланă.
Чӗннӗ ҫынсем хушшинче Хушăлкари вăтам шкулта саккӑрмӗш класра вӗренекен Алина Герасимова та — ашшӗ-амӑшӗпе тата вӗрентекенӗпе пӗрле пулнă. Ку ахальтен мар: Алина республикӑри чи лайӑх вулакансен йышне кӗнӗ!
Мӗн кӗтнӗ Алинӑна ҫак кун:
Чӑваш драмтеатрӗн администрацийӗнчен диплом тата асӑнмалӑх парнесем пани;
«Нарспи» легендарлӑ спектаклӗн каҫхи сеансне йыхрав;
Чӑваш сӑвӑҫисемпе тата ҫыравҫисемпе тӗл пулни — сӑмах ӑстисемпе чӗрӗ хутшӑну;
Алина К. Ивановӑн «Икĕ хĕр» хайлавне вуланă;
Чӑваш телекуравӗпе радиовӗпе интервью пани— чӑн-чӑн ҫӑлтӑрлӑ медиа практики!
Алина, эпир санӑн пултарулӑхупа, ӗҫченлӗхӳпе тата тӑван литературӑна юратнипе вӗҫӗмсӗр мухтанатпӑр. Ҫак пулӑм — чӑваш сӑмахӗн йӑли-йӗрки пирӗн ачасенче пурӑннине, чечекленнине уҫҫӑн кӑтартса парать.
Ашшӗ-амӑшне тата вӗрентекене пулӑшнӑшӑн, хатӗрленӗшӗн уйрӑмах тав!
Тавах, Алина! Ҫапла тыт!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club202011028