

Пишпӳлекри Культура керменӗнче ҫынсене чӑваш халӑхӗн музыка историйӗпе паллаштаракан ҫынпа интереслӗ тӗлпулу пулчӗ. Ӑна халӑх пултарулӑхӗн галерейин заведующийӗ Наталья Владимировна Васильева йӗркеленӗ. Хӑнана Мияки районӗнчи Ҫӗнӗ Хурамал ялӗнчи Виталий Николаевич Захаров маҫтӑр килнӗ, вӑл чӑваш наци музыка инструменчӗсем ӑсталать.
Виталий Николаевич 67 ҫулта, хӑй ӗмӗрӗнче вӑл ял хуҫалӑхӗн тӗрлӗ отраслӗнче ӗҫленӗ. Музыка тата музыка инструменчӗсем унӑн кӑмӑлне ачаранпах илӗртнӗ пулин те, вӑхӑт ҫитменнипе унӑн ҫак киленĕве тӑтӑшах кая хӑварма тивнӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан Виталий Николаевичӑн юратнӑ ӗҫпе аппаланма вӑхӑт та, майсем те ытларах тупӑннă.
Тӗлпулӑва килнӗ ачасем те, аслисем те курава питӗ кӑсӑкланса пӑхрӗҫ, унта авалхи музыка инструменчӗсене кӑна мар, ӑстаҫӑ аллипе ӑсталанӑ йӑла япалисене те кӑтартнă. Виталий Захаров ҫак инструментсем пирки каласа кӑтартрĕ кӑна мар, вӗсен сассине те кӑтартнӑ. Кунта шăпăр (волынка) — чӑваш вӗрсе каламалли чӗлхе инструменчӗ — курма та, илтме те пулнă. Инструмента вӑкӑр хӑмпинчен тата темиҫе тимӗр пӑрӑхран тунӑ. Ҫав чӗлӗмсен аялти вӗҫне ӗне мӑйраки тӑхӑнтартнă. Вылянă чухне хӑмпӑ чавсасемпе чӑмӑртанать.
Куравра волынкӑн тепӗр тӗсне — сарная — кӑтартнӑ. Ӑста тӑмран, йывӑҫран тунӑ шӑхличсен темиҫе тӗсне кӑтартрӗ. Тата тепӗр вӗрсе каламалли халӑх инструменчӗ-шӑхлич. Ӑна флейта евӗр тунӑ. Сĕрме купăс вӑл-чӑваш скрипки, хӗлӗхлӗ сӗркӗч авалхи музыка инструменчӗ. Унпа Виталий Николаевич чӑваш кӗввине вылянӑ. Тата ӑста тӗрлӗ шӑллӑ трещоткăсем ăсталать. Параппан — ҫапакан мембрана музыка инструменчӗ. Ĕлек-авал унпа ритуал уявӗсем вӑхӑтӗнче тата сигнал инструменчӗ пек усӑ курнӑ. Ӑна йывӑҫран тунӑ, икӗ енчен те выльӑх тирӗпе карнӑ. Пӗр уяв та, пӗр туй та халӑх инструменчӗсемпе усӑ курмасӑр иртмен.
— Чунтанах ҫак ӗҫпе аппаланатӑп. Ку мана пысӑк савӑнӑҫ кӳрет. Ачаранах ҫак инструментсемпе, уйрӑмах шăпăрпа, выляма вӗренме ӗмӗтленеттӗм. Астӑватӑп, атте те тӗрлӗ шӑхличсем тăватчĕ, мана выляма паратчӗ. Ҫакӑ та манӑн интерессене аталантарма пулӑшрӗ. Ача чухне шăпăр пирӗн кӳршӗн ҫеҫ пулнӑ. Анчах вӑл, темле сӑлтава пула, пире ӑна кӑтартмастчĕ. Ку вара мана тата ытларах илӗртрӗ, ӑна курас, сӗртӗнес, выляс кăмăл питӗ пысӑк ӗмӗт пулчӗ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн музыка инструменчӗсен хатӗрне кӗнекесем тӑрӑх вӗренме пуҫларӑм та хам ӑсталама тытăнтăм, — каласа кӑтартрӗ Виталий Николаевич.
Тӗлпулу пӗр сывламасӑр тенĕ пек иртрӗ. Ӑстаҫӑн ҫак пархатарлӑ ӗҫӗ пысӑк хисепе тивӗҫ. Виталий — чӑваш халӑхӗн чунӗпе историйӗн управҫи. Тавтапуҫ ăна итлекенсене халӑх музыкин пуянлӑхне уҫнӑшӑн!
Зульфида МУЛЛАГАЛЕЕВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Зульфида Муллагалеева.