Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Кӑрлач 2019, 14:10

ЧĂВАШ ÇИНЧЕН КИНОНА ТЕЛЕВИЗОРПА КĂТАРТАÇÇӖ

Совет Союзӗн Геройӗ Семен Коноваловăн вăрçăри паттăрлăхӗ çинчен ӳкернӗ «Несокрушимый» фильма 1-мӗш канал январӗн 18-мӗшӗнче 21.30 сехетре кăтартать.

2018 çулхи ноябрь уйăхӗнче Раççей кинопрокатне тухнă К.Максимовăн «Несокрушимый» фильмӗ тулли залсем пуçтарчӗ. Аса илтеретпӗр, ăна пирӗн ентешӗн, Тури Услонти Ямбулатово ялӗнчи чăвашăн, Совет Союзӗн Геройӗн Семен Коноваловăн паттăрлăхне халалланă. Вăл ертсе пыракан танк экипажӗ нимӗçсен танк дивизине хирӗç тăрса нумай танка сирпӗтет. Тулли составпа мар пулсан та, чӗрӗ-сывах хамăрăннисем патне таврăнать. Тӗлӗнмелле паттăрлăх! Çитес вăхăтра фильма пурин те курма май пур, ăна январӗн 18-мӗшӗнче пӗрремӗш канал 21.30 минутра кăтартать. Хамăрăн паттăр-ентеш çинчен фильма курма ан манăр.
Читайте нас: