«Ĕçме пĕлмест» теççĕ ун пек çынсем çинчен. Экспертсемпе калаçнă хыççăн чир пуçламăшĕн сакăр паллине тупса палăртнă. Тимлĕн вуласа тухăр та сирĕн тăванăрсем хушшинче ун пеккисем пуррипе çукки çинчен шутласа пăхăр.
1. Хăвăра хăвăр итлеме пăрахни
Ку - çывхарса килекен алкоголизмăн тĕп палли. Çын хăй мĕн чухлĕ ĕçнине тимлеме чарăнать. Пĕр-икĕ черкке ĕçĕп те урăх ĕçмĕп тет, анчах та чарăнаймасть. Мĕн ураран ÿкиччен черкке хыççăн черкке ÿпĕнтерет. Врачсем каланă тăрăх, çын хăçан е мĕн ĕçни пĕлтерĕшлĕ мар. Тĕп вырăнта – кăшт ĕçнĕ хыççăн чарăнма пĕлни. Палăртнинчен ытларах ĕçрĕр пулсан, ку – хăрушă пулăм.
2. Урă чухне кăмăлсăр пулни
Алкоголизмăн иккĕмĕш палли – çын урă чухне пусăрăнчăк кăмăллă пулни. Эрех ĕçмесен вăл яланах мĕнпе те пулсан кăмăлсăр, усал. Ытларах чĕнмесĕр çÿрет. Çумра юратнă эрехĕ çуккипе куляннăран хăй çиллине çывăх çыннисем çине тăкать. Вăхăт иртнĕçемĕн чĕнмесĕр çÿрени, агрессивлăх, сÿрĕклĕх ĕçекен çыннăн тĕп палли пулса тăраççĕ. Çак асапран хăтăлмалли пĕртен-пĕр çăлăнаç – ĕçме пăрахасси.
3. Ĕçме май тупăнсанах кăмăл лайăхланса кайни
Ĕçме май тупăнсанах çын хăйне лайăх туйма пуçлать, кăмăлĕ те çĕкленсе каять. Çакă çын тахçантанпах ĕçме палăртнине, тинех кĕтнĕ самант çитнине пĕлтерет. Хăй ĕмĕтленни пурнăçа кĕрсен çын тем пекех савăнать.
4. Хăйне ĕçекенсен шутне кĕртменни
Ĕçмесĕр пĕр самант та пурăнаймасан та çын хăйне алкоголиксен шутне кĕртмест. Мĕншĕн ĕçнине ăнлантарма çĕр тĕрлĕ сăлтав тупать. «Эсĕ ĕçмесĕр пĕр кун та пурăнаймастăн» тенине агрессивлă йышăнать.
Çын сăлтав тупăнсанах ĕçме тăрăшни. Сăлтавне кирек мĕнлине те тупма пулать: хăнана кайни, кафере апатланни, Бастилине илни. Çыннăн мĕнпур шухăш-ĕмĕчĕ ĕçесси тавра анчах çаврăнать. «Ĕçес» е «ĕçес мар» текен тавлашура эрех çĕнтерет.
Ку сăлтавсемсĕр пуçне врачсем ыттисене те палăртаççĕ.
- Харпăр хăйне тыткалани улшăнни. Ĕçнĕ чухне агрессивлă пулни, ăссăрла хăтланни, кăмăл-сипетсĕр ĕçсем туни. Урă чухне вара эсир пачах та урăх çын.
- Ăс-тăн çухални. Ĕнер мĕн пулса иртнине шалт! тĕлĕнсе аса илни - тĕп нерв системи сиенленнин тĕп палли. Малашне çын кăмăлĕ те начар енне улшăнма пултарать.
- Мухмăр тÿрлетни. Ир çинчен мухмăр тÿрлетмесĕр ура çине тăрайманни - эсир алкогольсăр пурăнма пултарайманнине кăтартса паракан тĕп паллă.