Карттӑна Мускаври Алексей Козловский журналист хатӗрленӗ. Ҫак ӗҫӗн тӗллевӗ — регионсенчи паллӑ вырӑнсене аталантарма, вӗсенчи культурӑпа туризм проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшасси.
Ӳркенмен журналист тӗрлӗ халӑхӑн юмахӗсемпе улӑп-паттӑрӗсем ҫинчен хывнӑ халапӗсенчи паттӑрсем ӑҫта вырнаҫнине кӑтартнӑ.
Раҫҫейӗн юмах карттинче 30-а яхӑн регион тата 44 паттӑр вырӑн тупнӑ. Улӑпа унта лектерес тесе Чӑваш Енӗн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ самай тимленӗ. Вӑл иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗ таранах уҫӑ онлайн-сасӑлав ирттернӗ. Унта чӑваш юмах-халапӗнчи 17 сӑнара кӑтартнӑ. Улӑпшӑн 1188 ҫын сасӑланӑ, ку вӑл мӗнпур йышӑн 50,4 проценчӗ пулать.
Улăп чăваш мифологинче — тăван çĕршывне ют-хурахсенчен сыхлакан тем çÿллĕш тата тем пысăккăш паттăр. Вăл анлă çырмана пĕр утăм туса каçма пултарнă, çÿллĕ чăрăшсем ăна пилĕк таран пулнă.