Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
5 Мартӑн 2019, 12:26

«Пурнăçра пурте ăнчĕ»:

— пытармасть Пишпÿлекре пурăнакан Анна Илларионовна ЧерноваÇулсем иртни те, унччен çÿллĕ вырăнта ĕçлени те çирĕп хăлăка, пурнăçа юратнине тата ыркăмăллăха ылмаштараймаççĕ. Тахçантанпах паллакан 47 çул пĕрле кун кунлакан Валерипе Анна Черновсем патĕнче хăнара пулса çакна черетлĕ хут курса ĕнентĕм.

— Кăçалхи çуралнă кун уйрăмах асра юлать, мана чаплă датăпа саламлама унччен пĕрле ĕçленисем килсе çитрĕç, — йăл кулать Анна Илларионовна. — Пурте хаваслăччĕ, пулни-иртнине мĕн вăхăтчен аса илсе култăмăр, унчченхи тус-юлташсемпе тĕл пулма кăмăллă пулчĕ.

Хаваслă коллектив 1990 çултан районта налук инспекцийĕн пуçламăшĕнче тăнă. Пĕтĕмпе 52 çын. Тивĕçлĕ канăва тухиччен 14 çул тăршшĕ районти налук службине Анна Чернова ертсе пынă. Çамрăк ĕç коллективĕ республикипе чи лайăххисен шутĕнче пулнă: район: республика тата федераци бюджетне тупăшсем тăрăх плансене тултарса пынă.

— Ĕçлĕ çул 1968 çулта пуçланчĕ, районти финанс пайĕнче бюджет инспекторĕнче тăрăшма пуçларăм, — асаилÿ çăмхине малалла сÿтет Анна Чернова. — Мĕн пĕчĕкрен шух ачаччĕ эпĕ. Лаша урапипе утă турттаракан ялĕпе пĕртен-пĕр хĕрачаччĕ. Арçын ачасем те манпа çыхланма хăрарах тăратчĕç. Шкултах ертÿçĕччĕ. Санитарка: пионер дружинин совечĕн председателĕ, комсомол организацийĕн секретарĕ — ертÿçĕ хăнăхăвĕсене туптанă малтанхи утăмсем çапла. Финансист профессине юратнă аттене, Илларион Никаноровича пула суйласа илтĕм. Вăл ĕмĕр тăршшĕпе «Коммуна» колхозра бухгалтерта тăрăшрĕ. Анне Мария Емельяновна колхозра вăй хуратчĕ, çулленех икшер гектар сахăр кăшманĕ çумласа сайрататчĕ. Тăваттăн çитĕнтĕмĕр, эпĕ — кĕçĕнни.

1972 çулта вăл Пишпÿлек каччине Валерий Чернова качча тухнă. Çемье икĕ хутлă çуртсенче пурăнма пуçланă, вунă çултан хăйсем çурт туса кĕнĕ. Руслан ывăлĕ çуралнă. Черновсен ывăлĕпе кинĕн ĕç-хĕлĕ те финанспа çыхăннă. Аслашшĕпе асламăшĕн икĕ мăнук — Эдуард хĕрлĕ дипломпа бакалавриат пĕтерсе халĕ магистратурăра пĕлÿ пухать. Ксения медицина колледжĕн студентки.

— Халĕ пушă вăхăт чылай. Истори романĕсем вулатăп, — каласа парать Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕ Анна Чернова. — Çыхма юрататăп, компьютер умĕнче чылай вăхăт ирттеретĕп. Ман анне украин хĕрарăмĕччĕ, чуста апачĕ питĕ тутлă пĕçеретчĕ, мана та борщ, кукăльсем, тăпăрч пельменĕ пĕçерме вĕрентнĕ. Пысăк уявсенче килтисене тата хăнасене яланах хуплупа сăйлатăп.

Владимир СМОЛОВ.

Çемье архивĕнчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: