Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
16 Июлӗн 2019, 12:30

Эрнелĕх гороскоп

Эрнелĕх гороскоппа паллашсамăр.

Утă, 15-21


Сурăх. Канупа ĕç графикне çĕнĕрен пăхса тухса улшăнусем кĕртме тивĕ. Унсăр пуçне çемьене тимлĕх уйăрмалла. Çывăх çынсем çумра пуласшăн ăнтăлнине вĕчĕрхенсе ан йышăнăр. Вак-тĕвек чылай ĕç пухăнса кайнă - йăлтах йĕркелемелле. Вĕсене тухăçлă вĕçлес тесен çăлтăрсен сĕнĕвне шута илĕр: сывлăш çавăрса ямашкăн вăхăт уйăрăр.


Вăкăр. Ăнланĕç: пуриншĕн те тÿлемелле, мĕн пур япалан — хăйĕн хакĕ. Темиçе кун каялла вăхăта çав тери хаваслă ирттерни куç умĕнчех-ха ĕнтĕ сирĕн. Шăпах çав пулăм укçа-тенке перекетлеме хистĕ. Кивçен илме юрать. Çывăх çынсенчен, тус-юлташран пулăшма ыйтма ан именĕр. Çапах ку та лару-тăрăва лайăхлатмĕ. Кашни пуса шутласа пухмалла халь.


Йĕкĕреш. Эрнене пĕлĕтре вĕçсе ирттерĕç. Идеаллă пурнăç пирки ĕмĕтленнĕ май тавралла тимлĕр: кăмăлсăр ĕç-пуç çителĕклех. Çакна пулах сирĕн чăнлăха таврăнмалла пулĕ. Карьерăра мĕн пулса иртет? Йăлтах йĕркелĕр. Ку тухăçлă вĕçленĕ. Харпăр пурнăç та кăлтăксемсĕр мар: канмалли кунсенче мăшăрпа е савнипе хирĕçÿ тухма пултарать.


Рак. Кăмăла пăсакан пĕртен-пĕр пулăм профессипе çыхăннă. Ытти йăлтах хăнăхнă йăлапа йĕркеленĕ. Çĕнĕ должноçа тепĕр çын тивĕçнине лăпкăрах йышăнма тăрăшăр. Ун пирки ĕмĕтленнĕ пулин те. Эппин, халь сирĕн вăхăт мар-ха. Кăшт тăхтамалла. Ĕç-пуçа манма мĕн пулăшĕ? Юрату. Халь — романтика вăхăчĕ. Савни сирĕнпе ытларах пулĕ.


Арăслан. Финанс тĕлĕшĕпе ĕçлемелле: унпа çыхăннă çивĕч ыйтăва хăвăртрах татса парăр. Хаклă япала туянасшăн-и? Тăхтăр. Çемьери лару-тăрăва пула палăрмаллах тăкакланма тивĕ. Килтисен лăпкăлăхĕпе сывлăхне мала хурĕç Арăслансем. Çапах ĕмĕтленнĕ япала пирки те манмĕç. Ку тĕллеве пурнăçламашкăн тус-пĕлĕш пулăшĕ.


Хĕр. Романтика сĕмĕллĕ тапхăр. Пурнăç çулĕ çинче ăнсăртран тĕл пулнă çынпа хĕрÿ туйăмсем çуралĕç, тыткăна илĕç. Тен, вăл сире тахçанах куç хывнă. Хальлĕхе сирĕн хутшăнусене юрату тесе хаклама иртерех-ха. Пĕрремĕш йывăрлăхсемпе тĕл пулсан вăл тĕрĕслев витĕр тухĕ. Савни пĕрле тĕк — унра ан иккĕленĕр. Хăйне хăравçă пек тытсан уйрăлăр.


Тараса. Сирĕн професси ăсталăхĕнче пуçлăхсем иккĕленме тытăнĕç. Сăлтавĕ — пĕлтерĕшлĕ проект. Тĕрлĕ лару-тăрăва пула ăна ăнăçлă вĕçлеймĕр. Çĕнĕрен вĕренме те тивĕ-и тен. Ку пачах савăнтармĕ. Пусăрăнчăк кăмăла шанчăклă тус-юлташ е мăшăр çеç сирме май парĕ. Вĕсенчен ан пăрăнăр. Йăтăнса аннă йывăрлăха пĕччен ирттерме ан тăрăшăр.


Скорпион. Иккĕленÿллĕ проектсене хутшăнмалла мар. Пысăк тупăш илеймĕр, ят-сум вара вараланма пултарĕ. Ĕç вĕчĕрхентерĕ çеç. Должноçпе килĕшÿллĕн тивĕçсене тĕплĕн пурнăçласа пырăр. Пуçлăхсем сирĕнте ан иккĕленччĕр: эсир улăштармалла мар ĕçчен. Канмалли кунсен тĕлне хуçалăха хăтлăлатассипе çыхăннă пысăк ĕçсене палăртса хурăр.


Ухăçă. Çак кунсем юратупа романтика чылай парнелĕç. Партнер тĕлĕнтерĕ: пĕрлехи пурнăçа улăштарасшăн вăл. Тăтăш уçăлма чĕнĕ. Кинона е кафене çитсе килĕр. Кичемленсе лармашкăн вăхăт пулмастех! Çивĕч ыйту пур тăк ăна сÿтсе явмашкăн тăхтăр. Пултарулăх енĕпе аталанма юрать. Чун киленĕçĕ тупăр. Кайран вăл тупăш тумашкăн пулăшĕ.


Ту качаки. Ĕçтешсем отпускра каннă май сирĕн икĕ хут ытларах тар тăкмалла пулĕ. График çапларах: ларса-тăма вăхăт çук. Кустăрмари пакша пек çаврăнатăр. Кăмăлсăрланмалла мар: тăрăшулăхăра пуçлăсем тивĕçлипех хаклĕç. Тĕлĕнмелле, анчах мăшăр ÿпкелешмĕ. Хавхалантарĕ çеç. Çакă та вăй хушĕ, малалла ăнтăлма хистĕ.


Шыв тăкан. Ытлашши килограмсенчен хăтăлма тĕллевленĕç. Çирĕп диетăна пăхăнса организма стреса кĕртнĕ тус-юлташ сĕнĕвне шута илмĕр. Йăнăш тумастăр-и? Лайăх шухăшлăр. Апат çав тери сахал çиме пуçланин витĕмĕ пулатех. Ытлашши виçепе пĕрле çĕкленÿллĕ кăмăл, савăнас туртăм. Вăй-хал та «ирĕлĕ». Диетăна вăхăтра вĕçлеме пĕлмелле.


Пулăсем. Эрнене пысăк парне евĕр йышăнĕç. Пурнăç лайăх енне улшăнĕ. Тупăш ÿсес шанчăк та пур. Малашлăхлă должноçе сире шанĕç. Юратура та хавхалану кÿрекенни çук мар. Эсир куç хывнă çын тинех тимлеме тытăнĕ. Ăна ан вĕçертĕр çеç. Сирĕн хутшăнусен пĕрремĕш пайĕ пуçланать. Роман кĕнекине телейлĕ самантсем ытларах кĕртĕр.
Читайте нас: