Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Июлӗн 2019, 14:03

Чи усăллă çырласем

Тутлă та усăллă çырласем çинчен ытларах пĕлме..

Хура хурлăхан. Шотландири тĕпчев институчĕн ăсчахĕсем ăна тĕнчери чи усăллă çырла тесе палăртнă. Мĕншĕн тесен вăл, ытти улма-çырлапа танлаштарсан, тĕрлĕ витаминпа, минералпа, антиоксидантпа пуянрах. Унра С витамин нумай /апельсинран 4 хут ытларах/. Унсăр пуçне хура хурлăханра антоцианин пигменчĕ пур. Тухтăрсем палăртнă тăрăх, вăл чĕре чирĕсенчен, диабетран, усал шыçăран сыхланма пулăшать.


Хура çырла. Çак çырлан усăлăхĕ пирки нумай калаçма пулать: вăл куç çивĕчлĕхне те ÿстерет, ăс-тăна та çирĕплетет, холестерин шайне те чакарать, усал шыçăран та сыхланма пулăшать. АПШ ăсчахĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, хура çырла нерв клеткисен çĕнелес ĕçне хăвăртлатать.


Шур çырли. Унран хатĕрленĕ сĕткен организма инфекцисенчен сыхлать: вируссемпе бактерисем аталанаймаççĕ. Шур çырли гриппа кĕрешме, язвăран сыхланма пулăшать. Унсăр пуçне вăл шăлшăн усăллă. Израиль тухтăрĕсем çакна тĕпчев ирттернĕ хыççăн палăртнă, кайран ятарлă шăл пăсти шухăшласа кăларнă.


Хăмла çырли. Çак çырлара калори сахал. Унри гликеми индексĕ ытти улма-çырларан пĕчĕкрех. Çапла майпа организмри сахăр шайне ытла ÿсме памасть. Хăмла çырли диетăна пăхăнакансемшĕн те питĕ усăллă.


Йĕплĕ хурлăхан. Унра С витамин тата кали нумай: юн пусăмне кирлĕ шайра тытма пулăшать. Анчах шăл çирĕп мар тăк ку çырла сирĕн валли мар. Мĕншĕн тесен йĕплĕ хурлăханри йÿçек шăл эмальне аркатать.


Хура хăмла çырли. С витаминсăр пуçне Е витаминпа пуян çырла. Вăл чĕрешĕн усăллă. Çырлари фоли йÿçекĕ амăшĕ пулма хатĕрленнĕ хĕрарăмсемшĕн пĕлтерешлĕ.


Пăçина. Унра хура хурлăханри пекех антоцианин нумай. Çак çырла иммунитет çирĕплетет. Тĕлĕнмелле те, унра, хура çырлапа шур çырлипе танлаштарсан, антиоксидант 2 хут нумайрах. Анчах пăçинана тупма çăмăл мар. Ун вырăнне аптекăран экстракт туянма юрать.

Читайте нас: