Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
12 Сентябрӗн 2019, 17:04

Хайĕн ĕçĕпе вăрман пуянлăхне ÿстерет

Вăрман — çутçанталăкăн чи хаклă пуянлăхĕ, анчах та ăна тимлĕ те шанчăклă пулăшакансем кирлĕ. Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче вăрмана сыхлассипе тата нумайлатассипе çăмăл мар тивĕçе пурнăçлакансем хăйсен професси уявне палăртаççĕ.

Районта вăрмансем 25000 гектар лаптăк йышăнаççĕ, вĕсене Пелепей лесничествин Михайловка, Демский тата Пишпÿлек участок лесничествин ĕçченĕсем пăхса тăраççĕ. Вĕсенчен кашниех хăйĕн ĕçне чунтан парăннă.

Виктор Яковлев Ермолкинта çуралса ÿснĕ, халĕ те кунтах пурăнать. Вăл вăрман çинчен, унта пурăнакан чĕрчунсем çинчен тата кашни йывăç-курăк çинчен пĕтĕмпе пĕлсе тăрать. 15 çул ĕнтĕ Виктор Николаевич Михайловка участок лесничествинче тăрăшать.

— Эпе яли колхозра механизатор пулса ĕçлеттĕмччĕ, — каласа парать Виктор Николаевич. — Вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекен Ринат Миргалиев Михайловка участок лесничествинне ĕçлеме чĕнчĕ, эпе килĕшрĕм. Çавăнтанпа кунта ĕçлетĕп те. Кашни кĕркунне МТЗ трактора 10—12 гектар çĕр алса хатĕрлетпĕр, çуркунне вара 80 пине яхăн çамрăк хунав лартатпăр, çапла майпа вăрмансене çĕнететпĕр.

Вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем вăрманта пурăнаççĕ тени те йăнăш пулмасть. Вармансене сыхлас тата ĕрчетес ĕç çăмăл мар, çавăнпа та вĕсем çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен вăрманта. Кашни ĕçе вăхăтлă туса пымалла. Вăрман хуçалăхĕнче Виктор Николаевич пек ĕçне чунтан парăннă çынсем тăрăшсан, вăрмансен пусаслăхĕшĕн пăшăрханмалли çук.

Ирина Фомина.

Автор ĕçĕ.
Читайте нас: