Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
13 Сентябрӗн 2019, 15:35

Пушкăртстанра потребитель карççинкки йÿнелнĕ

Пушкăртстанстат пĕлтернĕ тăрăх, республикăра потребитель карççинкинчи чылай апат-çимĕç таварĕсем йÿнелнĕ.Кашни эрнере ирттерекен мониторинг даннăйĕсемпе килĕшÿллĕн, пуринчен ытла кишĕр хакĕ кемнĕ –14,6 процента. Халĕ регионта унăн вăтам хакĕ 22 тенкĕ.

Статистиксем палăртнă тăрăх, эрне тăршшĕнче пуринчен ытла пахча çимĕç тата улма-çырла йÿнелнĕ. Улма, помидор, купăста, сухан тата панулми хакĕсем эрнере 1,3 — 8,2 процента кемнĕ. Чĕрĕ хăяр хакĕ кăна 8,8 процента ÿснĕ.

Регионта йÿнелнĕ апат-çимĕç таварĕсен шутне вермишель, çăнăх, вир кĕрпи, рис, тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăрпа булка изделийесем, тăвар, чей, печени, сахăр, сыр, пастеризациленĕ сĕт, услам тата хĕвелçаврăнăш çăвĕ, шăнтнă пулă, пĕçернĕ кăлпасси, чăх какайĕ кĕнĕ. Сентябрĕн 2-мĕшĕпе танлаштарсан, асăннă апат-çимĕçсен вăтам хакĕ Пушкăртстанра 0,1 – 2,7 процента кемнĕ.

Пачах урăхла, ĕне выльăх, сысна, сурăх какайен, тĕтĕмленĕ тата çурма тĕтĕмленĕ кăлпасси, аш-какай консервин, маргарин, стерилизациленĕ сĕт, хăйма, тăпăрчă, çăмарта, шăккалат канфичĕн, ыраш çăнăхĕнчен тата ырашпа тулă çăнăхĕнчен хутăш пĕçернĕ çăкăр, хуратул кĕрпин хакĕсем кăштах ÿснĕ. Республика çыннисемшĕн вĕсем 0,1 – 2,7 процент хаклăланнă.

Сардельки, сосиски тата макарон хакĕ улшăнман — вĕсен хакĕ, вăтамран, килограмне 319 тата 51 тенкĕ пулнă.
Читайте нас: