Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
20 Сентябрӗн 2019, 19:57

Пушкăртстанра пурăнакансене 3 градус таранччен сивĕ пуласса асăрхаттарнă

Пушкăртстанра сивĕтнĕçĕм сивĕтет. Сентябрĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 24-мĕшĕччен тăм ÿкет тата сывлăш температури анса ларать — 0 тата -3 таранччен. Республикăри ЧС Патшалăх комитетĕнче ялхуçалăх культурисене — пахчаçимĕçсене хÿтĕлемелли пирки аса илтернĕ.

— Çутçанталăкра канакансен те çанталăк условийĕсене шута илмелле. Шăнни — шăнса пăсăлассин тĕп сăлтавĕ. Çанталăка пăхса тăхăнас пулать, — аса илтерне ведомствăра.

Автомобиль хуçисене хăвăртлăх режимне пăхăнма тата çул-йĕр правилисене пăсмасса сĕнеççĕ. Республикăра пурăнакансене килтен тухса кайнă чух мĕнпур алăксене, чÿречесене хупма, пушар тухассинчен сыхланас тесе электроприборсене сÿнтерсе хăварма канаш параççĕ.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: